Волонтерсене _ медаль

Вулакансем ас тума кирлĕ, хаçатăн 2024- çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче (40№) кун çути курнă номерĕнче «Ентешсен хастарлăхĕ _ ырă тĕслĕх» статья пичетленнĕччĕ. Унта Шăмăршă округĕн çыннисем _ Ульяновск облаçĕн Кивĕ Майна районне кĕрекен Кременки ялĕнче пурăнакансем _ СВОна пулăшни пирки çырнăччĕ.
Ентешлĕх туйăмĕпе, хаçатçă тивĕçĕпе савăнăçлă хыпар пĕлтерме васкам: çав хастарсенчен Надежда (Наталия) Иванова-Воробьевăна (Анат Чаткасра çуралнă), Патирек кинне (Минназим Кафизов мăшăрне) Татьяна Александровна Буслаевăна Черниговри Суворов орденлĕ, Хĕрлĕ Ялавлă 76-мĕш гварди десантпа штурм дивизийĕн командованийĕ «Фронта пулăшнăшăн» медальпе наградăланă. Волонтерсем çак хисепе тĕрлĕ ĕçшĕн тивĕçнĕ. Вĕсем: окоп çурти, «типĕ» душ наборĕ, яшкана ямалли хатĕрсем, компотлăх _ пан улми, чипсылĕх çĕр улми янтăлани, хĕç- пăшал тытмашкăн меллĕ перчетке-алса, нуски, мунчара çăвăнмалли мунчала çыхни, гуманитари пулăшăвне ăсатмашкăн япаласене уйăрса хатĕрлени, «Хĕрлĕ гвоздика» акцие хутшăнса, граждансене значок сутни, СВОра тăракансем валли пиншер-пиншер укçа-тенкĕ пухса пулăшу фондне хывни.
Ульяновск тăрăхĕнче гуманитари пулăшăвĕ йĕркелесе ăсатакан çыннăмăрсем пирĕншĕн _ ырă тĕслĕх, мăнаçлăх! Вĕсен ĕçĕпе хавхаланса пирĕн те фронта пулăшма хамăртан мĕн кирлине тăвасчĕ.
Зинаида Воробьева.