Ял хуçалăх продукцийĕ _ ытларах
2025-ÇУЛХИ пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинче ял хуçалăх продукцине пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ытларах туса илнĕ.
Январь-март уйăхĕсенче сĕт туса илесси _ 4,3 процент, чăх çăмарти илесси _ 46,3 процент, аш-какай туса илесси 10,2 процент ỹснĕ.
Пĕрремĕш кварталта республика пурĕ 120,6 пин тонна _ сĕт, 119,7 миллион штук _ çăмарта, 29,6 пин тонна аш-какай туса илнĕ.