Ачалăх хĕвеллĕн çиçтĕр...

Ачалăхра _ телей ташши,

Малашлăхри кун-çул тĕшши.

Ачалăхра _ хĕвел кулли,

Çиçейтĕр вăл нихçан сỹнми.

Автор.

1949-çулхи ноябрьте, Парижра Халăхсем хушшинчи хĕрарăмсен демократиллĕ федерацийĕн конгресĕ йышăннипе, Ачасене хỹтĕлемелли куна ирттерме палăртнă. 1950-çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче пирвайхи хут çак пулăма уявланă. Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун _ планета çинчи йывăрлăха тỹсекен ача-пăчана тимлĕх уйăрмалли кун.

Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва халалланă çак кунсем пур: Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕ (ноябрĕн 20-мĕшĕ), Халăхсем хушшинчи айăпсăр _ агрессие пула инкек тỹснĕ ачасен кунĕ (июнĕн 4-мĕшĕ). Тĕнче шайĕнче Ача правин (ирĕклĕхĕн) Конвенцийĕ (1989-çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче ООН йышăннă) тĕп документ шутланать. Çак документ СССРта 1990-çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

Пирĕн çĕр-шывра ача-пăча правине «Раççей Федерацийĕнче ача правине хỹтĕлемелли тĕп гарантисем çинчен» федераци законĕ (1998-çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче йышăннă) хỹтĕлет. Вăл ачасен тĕп ирĕклĕхĕпе интересĕсене РФ Конституцийĕ палăртнă пек хỹтĕлет. Патшалăхăмăр ача-пăчана обществăшăн юрăхлă, усăллă гражданин пултăр тесе кăмăл-сипет, патриотизм, гражданлăх тĕлĕшĕнчен воспитани парассинче ырă витĕм кỹрет. Çавна май çемьере сывлăхлă та телейлĕ çитĕнме услови йĕркелет. Паллах, инвалид ачасене, тулли мар, йывăр лару-тăруллă тата сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакан ачасене, çурма тăлăх тата хăр тăлăх ачасене тивĕçлĕ пулăшу парать. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенче çитĕнекен ача-пăча _ уйрăмах пысăк тимлĕхре. Çĕр-шывăмăрта тĕрлĕ акци ирттересси йăлана кĕнĕ. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе!» марафон ирттерни хăех обществăна ачасем çине тимлĕх уйăрма хистет.

Палăртма кăмăллă, вĕренỹре тата обществăлла ĕçре малта пыракан шкул ачисене округ тата регион, çĕр-шыв шайĕнче стипендипе хавхалантарни, Раççейри пултаруллă ачасене «Сириус» вĕрентỹ центрĕ _ малалла аталанма, Пĕтĕм Союзри «Орленок», «Артек» кану лагерĕсенче, каникулсенче вырăнти кану тата спорт лагерĕсенче сывлăха çирĕплетме май туса пани, ача-пăча тата спорт площадкисем туни вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма çул уçать.

Çамрăк ăрăва сывлăхлă, пултаруллă, халăхшăн усăллă, Çĕр-шывăмăра юрăхлă çитĕнтерессишĕн пирĕн Правительство ырми-канми тăрăшать.

...Çĕр чăмăрĕ çинчи кашни ачах савăнăçлă, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнтăрччĕ. Пирĕн, аслисен, хỹттинче юратупа чун ăшшине туйса, пур енлĕ аталанса çитĕнччĕр вĕсем _ Çĕр-шывăмăрăн пулас хуçисем. Тĕнчене аркатакан вăрçă мĕнне нихăшĕ те ан пĕлтĕр, ун хăрушă тамăкне нихçан та ан куртăр...

Зинаида Свеклова.



30 мая 2025
13:14
Поделиться