Ачуна çурат хăвна савăнма

АЧА çурални _ çемьешĕн çав тери пысăк савăнăç. Кашни ашшĕпе амăшĕн хăйсен ачине тивĕçлĕ воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çитĕнтерессишĕн тăрăшмалла.

Шел пулин те, пурнăçра урăхла тĕслĕх те курăнкалать. Акă Шăмăршă район тĕп больници ĕçкĕпе иртĕхекен 17 çемьене шута илнĕ. Çак çемьесенче _ 39 ача, çав шутра пĕр ачи çулталăк та тултарман-ха. Район больницин педиатри служби _ опекăпа попечительство органĕсемпе, КДН тата ИДН сотрудникĕсемпе пĕрле _ шанчăксăр çемьесене контрольлесех тăрать. Учета илнисем патне тăтăшах _ çав шутра уяв кунĕсемпе çуллахи каникул вăхăтĕнче те _ рейд йĕркелени ачасене воспитани панă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



30 мая 2025
13:56
Поделиться