Ан кай, ачам, шыв хĕрне
ÇУ кунĕсем çитсе пынă май ачасем те, çитĕннисем те пĕве хĕрринелле туртăнаççĕ. Шел те, нумайăшĕ шыва кĕнĕ чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасть, çакă пысăк инкек патне те илсе çитерме пултарать.
Çакна аса илтеретпĕр: _ ятарласа ирĕк панă вырăнта çеç шыва кĕме юрать; _ ачасем шыва кĕнине аслисен пăхса-асăрхасах тăмалла; _ ишме начар пĕлекенсен ятарлă жилет е нарукавник тăхăнмалла.
РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕпе килĕшỹллĕн, ирĕк паман вырăнта шыва кĕнĕшĕн _ 500 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран, шывра пĕр-пĕрне путармалла алхаснăшăн 4000 тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.