Чавса çывăх та, çыртаймăн
ХĔР чухне Натюш шыв шăнкăртатса юхнине, май-июнь уйăхĕсенче шăпчăк юрланине итлеме питĕ юрататчĕ. Вăрмана çỹресси те, уйрăмах кăмпа пуçтарасси, уншăн чун киленĕçĕччĕ.
Халĕ вара вăл та, ку та хумхантармасть. Улшăнчĕ вăл. Çулсем те авă хăйсем пирки аса илтерсе малаллах чупаççĕ. Тантăшĕсен ачисем шкул пĕтерсе хăйсем çемье çавăрма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Натюш вара «çырла пиçнĕ вăхăта» çитсе та ача амăшĕ пулаймарĕ. Упăшки юратать пулин те _ Натюш телейсĕр хĕрарăм. Юратуллă пулни çурма телей кăна иккенне лайăх ăнланать вăл. «Телейлĕ пулас тесен малтан хуйхăрма вĕренмелле», _ теççĕ халăхра. Анчах кулянни те, Турăран пулăшу ыйтни те кăлăхах пулчĕ.
Надьăн ашшĕпе амăшĕ _ йывăр чире пула _ хĕр ача саккăрта чухнех çĕре кĕнĕ. Йăмăкне куккăшĕсем пăхса ỹстернĕ. Тăлăха ытларах та ачашланă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Надя Шупашкарти пĕр училищĕре пĕлỹ илчĕ, унтан агрегат заводне ĕçе вырнаçрĕ. Общежитире вырăн пачĕç. Пурнăç урапи малаллах ыткăнчĕ. Хаваслă, шỹтлеме юратакан чипер хĕре чылай каччă куç хыврĕ. Хăйне савакан нумаййине кура, чиперкке мăнкăмăлланма пуçларĕ. Каччăсене перчетке пек улăштарчĕ. Пĕринпе виçĕ-тăватă уйăх çỹрет, унтан тепринпе тĕл пулать. Вăл та йăлăхтарсан виççĕмĕшĕн ытамне лекет... «Хальхинче _ чăн-чăн юрату. Пĕрлешетпĕрех пулĕ», _ тет вăл кашнинчех хĕр тантăшне. Анчах темшĕн пĕр йĕкĕчĕ те хĕре ылтăн çĕрĕ тăхăнтартма васкамарĕ. Надя икĕ хутчен хырăм пăрахма та ĕлкĕрчĕ.
Çулсем иртрĕç, анчах хĕр шур пĕркенчĕк айне тăраймарĕ. 35 çултан иртсен тин хытă пăшăрханма пуçларĕ. Çемье çавăрасси пирки шухăшларĕ. Анчах халĕ каччăсем ун çине пăхсах каймаççĕ çав. Паллашнă пĕр хĕрарăм пулăшрĕ ăна. Арăмĕнчен уйрăлнă йĕркеллĕ арçынпа паллаштарчĕ. Лешĕн мăшăрĕ темиçе çул пĕрле пурăнса та ача çуратса паман-мĕн. Çурт ача сассисĕр илемсĕр-çке.
Туй тусах пĕрлешрĕç Надьăпа Борис. Тĕп хула çывăхĕнчи пĕр ялта кермен пек чаплă çуртра пурăнма пуçларĕç. Çулталăк иртрĕ, темиçе çул... Анчах ача сасси илтĕнмерĕ-ха. Тухтăрсем те шанчăк кỹмерĕç хĕрарăма. Борис та кăмăлсăрланчĕ. Иккĕмĕш арăмĕ те ача çуратайманран: «Шăпам çапларах пулĕ», _ терĕ. Апла пулсан та ют ачана усрама илес темерĕ. Надя вара çултан çул ытларах та ытларах пăшăрханать. Ăнланать вăл ăнăçсăр хырăм пăрахнă хыççăн урăх нихăçан та ача çуратаймассине. Мĕн тăвăн: «Чавса çывăх та, çыртма çук», _ тенĕ ваттисем.
ЛИНА.