«Чăн-чăн хỹтĕлевçĕ пулма ачаран хатĕрленмелле...»

Çак кунсенче ятарлă çар операцийĕнче тăракан тепĕр ентешпе паллашма телей пỹрчĕ. Тỹрех калам, чăн-чăн çын, чăн-чăн патриот пулни ун кашни сăмахĕнчех сисĕнчĕ. Сана, вулаканăм, калаçу содержанийĕпе кăмăлтан паллаштаратăп.

Автор.

_ Сывлăх сунатăп Сире, Салтак!

_ Сире те!

_ Эпĕ _ редакцирен. Ятарлă çар операцийĕнче тăракансем çинчен хаçатра çырса тăратпăр. Хăвăр çинчен çыртарма хирĕç мар-и? Сире мĕнле чĕнмелле?

_ Пархатарлă ĕç тăватăр эсир... Калама юранă таран калăп мĕн ыйтнине... Мана Андрей тесе чĕнеççĕ.

_ Тавах. Андрей, Эсир отпуска таврăннă пулĕ-ха? Мĕнлерех канатăр çуралнă кĕтесре?

_ О-о-о! Питĕ лайăх! Тăван кил _ чун уççи, кунта питĕ канлĕ... Ырлăх! Çывăх çыннăмсемпе тăраниччен калаçни, пĕрле ларса чей ĕçни, ĕç-пуçа пĕрле туни _ мĕне тăрать! Хам вĕреннĕ шкулăмра _ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче _ пултăм, хама вĕрентнĕ учительсемпе, ачасемпе тĕл пултăм, Юлашки шăнкăрав уявне, Паттăрлăх урокне хутшăнтăм _ çамрăк ăрăва патриотизм туйăмĕпе витермеллех!

_ Патриот _ кирек ăçта та патриот!

_ Манра юратнă çыннăмсем _ аттепе аннем _ тăван ене, Тăван çĕр-шыва хаклама, вĕсемшĕн тăрăшма-кĕрешме мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Паллах, вĕрентекенĕмсем çĕр-шывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулас туртăма аталантарнă. 2012-2013-çулсенче Мускав облаçĕнче шалти çарта срочнăй службăра тăни чун çирĕплĕхне туптанă. 12-мĕш çул ĕнтĕ контракт йĕркипе Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕме пурнăçлатăп. 2014- çулта пирвайхи хут контракт çыртăм, Ульяновск хулинче службăра тăтăм. Унтан _ Таджикистанра. Каллех Ульяновска куçарчĕç.

_ Вăйлă пиçĕхнĕ Эсир çар службинче.

_ Çапла. Ятарлă çар операцийĕн малтанхи кунĕсенченех нацистсемпе çапăçатăп. Водитель пулнă май фронтăн кашни кĕтеснех çитнĕ темелле. 2023- çулхи сентябрьтен пуçласа, çар подразделенийĕсене тивĕçтерекен аслă техник ĕçĕсене тăватăп. Хамăрăн салтаксене апат-çимĕçпе, çунтармалли-сĕрмелли материалпа, хĕç-пăшалпа тивĕçтересси _ питĕ яваплă та кăткăс ĕç.

_ Тивĕçе пурнăçланине çар командованийĕ те кирлĕ пек хак парать ĕнтĕ...

_ Паллах, мана «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» медальсемпе тата Жуков медалĕпе наградăларĕç. Çулталăк каялла прапорщик званине пачĕç. Тĕрĕссипе, наградăшăн çапăçмастăн-ха. Килес Çĕнтерĕве хывнă тỹпене асăрхани вара кăмăла çĕклет.

_ Андрей, калăр-ха, фронтри салтаксене ăнăçу тума мĕн-мĕн пулăшать?

_ Питĕ кирлĕ ыйту патăр. Чи малта ỹт-пỹ сывлă- хĕпе тĕреклĕхĕ тăрать. Мана, сăмахран, ачаран спортпа туслă пулни питĕ пулăшать. Эпĕ уйрăмах кире спорчĕпе туслăччĕ, районти ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаттăм. Чун-чĕре çирĕплĕхĕ те (морально-психологическая устойчивость тетпĕр) çав тери кирлĕ: салтакăн кирек епле лару-тăрура та хăйне алла илме пултармалла. Çивĕч ăс-хакăллă салтак, сăмахран, çар задачин тĕллевĕпе кирлĕлĕхне тепринчен аванрах ăнланать тата пурнăçлать. Çынпа хутшăнма пĕлни _ хăй ăнăçу никĕсĕ: критикăна йышăнма та пĕлмелле, пĕр- пĕрне хавхалантарма та пултармалла, опытлисенчен ыйтма-пĕлме вăтанмалла-хăрамалла мар тата. Тĕрлĕ наци çыннисем хушшинчи туслăх вара нумай йывăрлăха çĕнме пулăшать.

Ай, çакна калам-ха... Шкул программинче «Пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ» (НВП) предмет кирлех. Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен автоматпа пеме те, ăна салатса пуçтарма та пĕлмеллех. _ Питĕ кирлĕ шухăша каларăр, Андрей. Сире калаçăва хутшăннăшăн пысăк тав! Пурсăра та Çĕнтерỹпе, ырă-сывă кĕтетпĕр! Хăвăра упрăр!

Калаçăва Зинаида Свеклова хатĕрленĕ.



30 мая 2025
13:26
Поделиться