Чуна хумхантарчĕ
«ШУРĂМПУÇ» кăларăма тỹсеймесĕр кĕтетĕп, унта пичетленекен çырусене кăмăлласах вулатăп. Кăçалхи март уйăхĕнчи кăларăмра çутă курнă «Усрав ача» статья мана çав тери хумхантарчĕ. Мĕнле сивĕ чунлă пулнă-ши хăйĕн ачине çын патне вăрттăн пăрахса хăварнă хĕрарăм? Ăна «анне» теме ниепле те май çук, тискер чĕр чун та хăйĕн çурине упраса хăварма, хỹтĕлеме тăрăшать вĕт-ха.
Тупăннă ачана усрава илнĕ Кольăпа Альăна эпĕ мухтатăп. Хăйсен икĕ ача пур пулин те, виççĕмĕшĕ ытлашши тесе шутламаççĕ. Вĕсене эпĕ çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатăп. Статья авторне Екатерина Жолобовăна тав сăмахĕ каласшăн. Ырă çынсем çинчен ытларах çырăр, Екатерина!
Г.КУЗЬМИНА.