«Эсĕ _ яланах чĕрĕ!..»

Ниме те, никама та хĕрхенмест ку ылханлă вăрçă... Юнлă аллипе лутăркать-пăвать... Мĕн чухлĕ çынна çухатрăмăр эпир... Пурнăçа юратакан чăн-чăн Çыннăмăра, вĕри чĕреллĕ патриотăмăра _ икĕ хутчен Чечня вăрçине хутшăннă паттăра, СВО участникне _ Николай Чиндарева çухатрăмăр ак...

Николай Анатольевич Чиндарев 1976-çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.

Николай 1983_1993-çулсенче Палтиел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕренỹре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, обществăлла ĕçсенче _ уйрăмах спортра _ хастарлăх кăтартнă. Алла аттестат илсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ, килти лару-тăрăва пула вĕренсе пĕтерме май килмен. 1994-çулхи декабрьте Палтиел çамрăкĕ Раççей Çарне срочнăй службăна тăнă. Красноярскри оперативлă ĕçсен батальонĕн разведка ротинче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. 1996-çулхи январьте Н.Чиндарева юлташĕсемпе пĕрле Çурçĕр Осетие куçарнă. Кунта вăл çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухнă. Февраль уйăхĕнче вара Чечня Республикине лекнĕ. Раççейпе Чечня хушшинчи хаяр хирĕç тăрăва хутшăннă, вăрçă асапне çителĕклех курнă. 1996-çулхи октябрьте отделени командирĕ _ Николай Чиндарев аслă сержант килне таврăннă. Иккĕмĕш Чечня вăрçи пуçлансан, 1999-2000-çулсенче, ĕнерхи салтак контракт йĕркипе Чечняна каять. Миршĕн таса чунпа кĕрешет. Çар командованийĕ Николай Анатольевича темиçе хутчен Тав хучĕпе чысланă. 2025-çулхи май уйăхĕнче Николай Чиндарев контракт çырса ятарлă çар операцине хутшăнать. Майăн 17-мĕшĕ 49-ти контрактникшăн юлашки пулнă. Майăн 28-мĕшĕнче ентешĕмĕре çывăх çыннисем, тус-тăванĕ, Чечня вăрçин ветеранĕсем, тĕрлĕ çĕртен килнĕ представительсемпе ертỹçĕсем, ял-йыш, вĕри куççульпе çăвăнса, юлашки çула ăсатрĕç, тăван ял масарĕнче ăна çар йĕркипе хисеп туса пытарчĕç.

Çапла, кĕске пулчĕ патриотăмăрăн ĕмĕрĕ. Тỹпери çăлтăр пек, вăхăтлăха çуталса илчĕ те... сỹнчĕ. Пире пурнăç мĕн тери хаклă иккенне, Тăван çĕр-шывăмăрăн ирĕклĕхĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн яланах кĕрешмеллине хăй тĕслĕхĕпе ĕнентерчĕ...

Николай, Эсĕ _ пирĕншĕн яланах чĕрĕ! Сан яту, ырă ĕçỹсем халăхра юлĕç. Яланлăхах...



30 мая 2025
11:10
Поделиться