Ф.Багдеев: «Эп _ çемьемшĕн, тăван кĕтесшĕн, Тăван çĕр-шывшăн кĕрешетĕп...»

Ал лаппи çине вырнаçать ун биографийĕ. Вулатăн та тĕлĕнетĕн: 32-е ярса пуснă çамрăкăн кун-çулĕ _ пархатарлă! Фенис Багдеев _ мир салтакĕ, ятарлă çар операцийĕн участникĕ. Сăмахăм, вулаканăм, Асанкассин чăн-чăн арĕ çинчен.
... Фенис черетлĕ отпуска килессе амăшĕ _ Назире Харисовна, мăшăрĕ Тамилла, 1-класс пĕтернĕ Рамазан тата улттăри Эмин куç пек кĕтнĕ. Тинех хаклă çыннин ытамне лекрĕç вĕсем. Фронтри çынпа тĕл пулни _ телейрен те телей! Кашни саманта пĕрле ирттерес килет, пĕрле ывăнми пуплес килет...
Редакцие те юратнă кил-йышĕпех килчĕ тутар çамрăкĕ. Калаçасса вара чăвашла (тап-таса!) калаçрĕ _ итлесе тăра- наймăн.
_ Ай, тунсăхларăм та çемьеме, тăван яла, тус-тăвана, ялти ĕçе... _ пуçларĕ сăмахне салтак. _ Паллах, канассăм та килет, çав хушăрах аннеме май пур таран пысăк ĕç-пуçа тумашкăн пулăшассăм та килет.
_ Мотоблокпа çĕре сухаласа пулăшрĕ ывăлăм, _ хушса хучĕ Назире Харисовна. _ Ку маншăн _ çав тери пысăк çăмăллăх!
... 1993-çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче кун çути курнă Фенис. Пилĕк ачаран кĕçĕнни, йĕкĕреш хăраххи вăл. Амăшĕ «Родина» колхозăн хастар доярки пулнă. Халĕ, пенсире пулин те, Хусанта вахта мелĕпе ĕçлет ларма-тăма пĕлмен хĕрарăм. Ашшĕ _ Фаим Ахмедуллович тăван хуçалăхăн ĕне ферминче чунтан тăрăшса вăй хунă, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ.
2000-çулта Фенис ялăн пуçламăш шкулне вĕренме кайнă. Ĕçчен ашшĕ-амăшĕн тата аслă пĕр тăванĕсен тĕслĕхĕпе вăл та пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă. Çуллахи каникулсенче лашапа колхоз выльăхĕ валли утă-улăм, çулçăллă апат турттарнă, ытти ĕçе тунă.
5-класран пуçласа Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă. 2011-çулта, алла 11 класс пĕтерни çинчен аттестат илсен, Патăрьелĕнчи 7№ професси училищине вĕренме кĕнĕ. Унта темиçе уйăх ăс пухсан салтака кайма ят тухнă. 2011-2012-çулсенче тутар каччи Владикавказри Моздок хулинче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă: çыхăну çарĕнче тăнă.
Салтак гимнастеркине хывсан Фенис Багдеев ик эрнеренех Мускаври пысăк стройкăна ĕçе вырнаçать. Унтан Ульяновск хулинчи «Магнит» универсамра çулталăк ĕçлет.
2012-2014-çулсенче контрактпа Ульяновскри 31-мĕш Сывлăш-çар десанчĕн çарĕнче тăрать. Ун хыççăн «Тепличное» АОра рабочи пулса тимлет, 5-мĕш разрядлă слесарь таран ỹсет.
2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн ытти çамрăкĕпе пĕрле мобилизациленет. Ульяновск облаçĕнче çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухса Запорожье облаçне лекет. Унтанпа Украина нацисчĕсемпе шовинисчĕсене хирĕç кĕрешет: миршĕн, тĕрĕслĕхшĕн, Тăван çĕр-шыв чысĕпе ирĕклĕхĕшĕн, тăван çемье канлĕхĕшĕн...
_ Ачалăхра ĕçре пиçĕхни темле лару-тăрăва та лăпкăн ирттерме пулăшать. Блиндаж пурнăçне хăнăхрăмăр. Пурнăç условийĕсене çăмăллататпăр, выçă лармастпăр, хамăр алăпа тунă мунчара çăвăнса тасалатпăр. Тăван тăрăхри чăвашсемпе, тутарсемпе, вырăссемпе пĕрле туслăхра та пĕрлĕхре эпир, _ каласа парать Фенис Фаимович. _ Çар задачисене пурнăçлассинче яваплăх, оперативлăх, чăтăмлăх кирлине лайăх ăнланатпăр. Пире, салтаксене, тăван ен туртăмĕ çеç мар, патриотизм та çыхăнтарчĕç.
Çар задачисене таса чунпа, вăхăтлă пурнăçланăшăн, хăюлăхпа паттăрлăхшăн Правительство Фенис Багдеева тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсем: «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медаль, Жуков медалĕ, çар командованийĕ амăшĕ ячĕпе çырнă икĕ Тав хучĕ.
_ Наградăшăн çапăçмастпăр, миршĕн кĕрешетпĕр, _ çирĕппĕн каларĕ сăпайлă тутар çамрăкĕ. _ Тĕрĕслĕх вара Раççей енче пулĕ, эпир çĕнтеретпĕрех! Паттăрăн сăмахĕ тĕрĕссине чунтан-чĕререн ĕненетпĕр...
Зинаида ВОРОБЬЕВА.