Хура тăпра ырлăхĕ е КАХОП тени _ мĕн тени?
_zyzfqq05.jpg)
ОКРУГРИ фермерсен иртнĕ канашлăвĕнче çĕр пулăхне ỹстересси пирки хĕрỹ калаçу пычĕ.
_ Пирĕн тăрăхра акăнакан çĕрĕн çурри ытла _ йỹçĕк тăпраллă, _ пăшăрханса калаçрĕ округ администрацийĕн ял хуçалăх сектрĕн пуçлăхĕ Ильмира Тепитова. _ Çакăн пек çĕр _ 8500 гектар ытла. Йỹçĕк тăпра çине акнă ял хуçалăх культури тутлăхлă япаласем _ уйрăмах фосфор, кали, кальци тата магни _ кирлĕ чухлĕ илеймест. Азот та çукпа пĕрех. Кунсăр пуçне, йỹçек тăпрара токсикăлла элементсем _ алюминипе марганец _ нумай, вĕсем ỹсен-тăран тымарне аталанма чăрмантараççĕ.
Ильмира Месалимовнăн сăмахне тимлĕн итленĕ май ĕлĕкреххине _ колхозсен тапхăрне _ аса илтĕм. Ун чух Шăмăршăри «Сельхозхими» пĕрлешỹпе унăн Асанкассинчи филиалĕ уй-хире çĕр-çĕр тонна известь турттаратчĕ. Яманчỹрел карьерĕнче вăрăм черет пулнипе тата укçа-тенкĕ перекетлес тесе, Шамккай ялĕпе Хĕрлĕ Васан паççулкки патĕнче те карьерсем уçнăччĕ.
Шăмăршăри «Сельхозхими» пĕрлешỹ 1986-çулта _ 3500, 1987-çулта _ 3300, 1980-çулта 4600 гектар йỹçек çĕре извеçленĕ. Çак тапхăрта тăпрана 38803 тонна известь çăнăхĕ хывнă.
Çĕр пулăхне ỹстерессишĕн тăрăшса ытти ĕç те тунă: 1986 çулта уй-хире _ 168100 тонна, 1987 çулта _ 142000 тонна, 1988-çулта _ 140000 тонна, 1989-çулта 137000 тонна тислĕк кăларнă, кашни çулах 3200 тоннăран кая мар фосфор çăнăхĕ сапнă.
Уя тислĕк кăларни акăнакан çĕре лайăхлатма нумай пулăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче «Шемуршинский совхоз» (Шăмăршă, Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Ирçе Тĕкки ялĕсемпе Канаш паççулкки) _ уй-хире çуллен 15-20 пин тонна, «Гвардеец» совхоз (Васан, Ярăслав тата Кивĕ Шăмăршă ялĕсем) _ 10-13 пин тонна, Киров ячĕллĕ колхоз (Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсем) _ 10-12 пин тонна, «Искра» колхоз (Патирек) _ 14-15 пин тонна, «Восход» колхоз (Анат Чаткаспа Тури Чаткас ялĕсем, М.Горький тата Хĕрлĕ Васан паççулккисем) _ 22-25 пин тонна, «Правда» колхоз (Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Виçпỹрт Шăмăршă, Хайпăла ялĕсем) _ 15-16 пин тонна, «Аврора» колхоз (Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсем) _ 10-12 пин тонна, «За коммунизм» колхоз (Кивĕ Чукалпа Шамк- кай ялĕсем) _ 13-14 пин тонна, «Волга» колхоз (Вырăс Чукал, Çĕнĕ Чукал, Улмаллă ялĕсем) 7-10 пин тонна тислĕк кăларнă.
Паянхи çамрăксем КАХОП сăмах мĕне пĕлтернине те ăнланмаççĕ, ватăраххисем те манма пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче вара районти кашни канашлурах КАХОП çинчен çивĕч калаçатчĕç.
КАХОП вăл _ уй-хирте агрохими енчен комплекслă ĕçлесе çĕр пулăхне ỹстерни. КАХОПа çĕре извеçлени, минерал удобренийĕ (фосфор, кали) микроэлементсем тата органика удобренийĕ хывни кĕрет.
Тĕпрен илсен КАХОПа йỹçек тăпраллă çĕр çинче тунă, çапла вара тăпрари гумус шайне нумай вăхăтлăха ỹстерме тăрăшнă.
Шел те, самана улшăннă май çĕр ĕçĕн наука тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ системи _ КАХОП _ манăçа юлчĕ. Çĕр пулăхне агрохими мелĕсемпе ỹстерсе пырассишĕн те тăрăшма пăрахрăмăр.
Чăнах та, юлашки çулсенче минерал удобренийĕ ытларах хывнипе тата ял хуçалăх культурисен сорчĕсене çĕнетсе пынипе тыр-пул тухăçĕ ỹсни палăрать. Çав вăхăтрах йỹçек çĕрсен лаптăкĕ те нумайланать _ азот удобренийĕпе усă курни çĕре йỹçеклентернине лайăх пĕлетпĕр. Пирĕн хăш-пĕр фермерсем хĕвел çаврăнăшĕ йỹçек тăпрана килĕштерменнине те шута илмеççĕ, çавна пулах тухăçа çухатаççĕ.
Чăваш Республикинче фермерсене çĕре известь хывнăшăн субсиди парса пулăшаççĕ. Тăкаксен 80 процентне патшалăх тавăрса пани пысăк çăмăллăх мар- и-ха? Шел те, çакна пĕлсе тăрсах округри хăш-пĕр фермерсем йỹçех çĕрсене извеçлеме шутламаççĕ, «Кăçаллăха акăпăр-ха, килес çул курăнĕ унта», _ текенсем те пур. Çитес çул вара çакăн пек пулăшу пулмĕ, кун пирки Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви асăрхаттарсах калать.
Кăçал округри фермерсем 540 гектар çĕре извеçлеме, 200 гектар çине фосфор çăнăхĕ хывма палăртни хут çинче çеç юлма та пултарĕ. Округри агрохимик Валерий Еремеев хăш-пĕр фермера ỹкĕтлени те пулăшманнишĕн хытă пăшăрханать: çак çынсене чăн- чăн çĕр хуçи теме пулать-ши?
...ЭПĔ _ чăнах та _ агроном мар. Журналист ĕçĕпе аллă çул хушшинче çитмен хир юлманни, ăçта мĕнле тăпра пулнине лайăх пĕлсе çитни çеç мана çак статьяна çырма хистерĕ. Паян КАХОПа каялла тавăрас тени те пустуй калаçни çеç пулĕ. Çапах та çĕртен ырлăх-пурлăх илнипе çеç çырлахмалла мар, уншăн тăрăшмалла та тесе каласшăн. Юлашки çулсенче пирĕн округра «модăна» кĕнĕ сойăпа хĕвел çаврăнăшĕ _ çавăн пекех кĕрхи тулăпа куккурус _ тăпрана нумай «чухăнлатаççĕ», азот, фосфор тата кали хисепне чакараççĕ. Çавăнпа та фермерсене сидерат культурисене _ горчица, клевер, донник, фацели, вика _ акма сĕнесшĕн. Вĕсем тăпрана азотпа, фосфорпа, калипе тата микроэлементсемпе пуянлатма пулăшаççĕ. Сидерат акнипе тăпрари пулăхлă сий пĕр çулталăкра кăна 10 сантиметр е ытларах та ỹсет. Пирĕнпе кỹршĕллĕ Патăрьел, Елчĕк тата Комсомольски округĕсенчи фермерсем шăпах çапла ĕçлеççĕ те. Вĕсенчен вĕренсе çĕр-аннешĕн ытларах тăрăшма вăхăт мар-и, юлташсем?
Ив.САЛАНДАЕВ.