Хĕвел шевли çутаттăр тĕнчене

Хĕвел шевли çутаттăр тĕнчене

Савса пăхатăп ачасем çине:

Епле илемлĕ, кăмăллă вĕсем!

Телей сунас килет ман кашнине _

Сив пăр мĕнне ан пĕлччĕр чечексем.

Ан пĕлччĕрех юн юхтаран вăрçа,

Пăшал сасси ан таттăр ĕмĕте.

Вăй-хал илсе çĕнетчĕр пурнăçа,

Çĕклеччĕр тăрăшса çĕр-шыв ятне.

Хĕвел шевли çутаттăр тĕнчене,

Юраттăр çĕр-анне çыннисене.

Эй, халăхăм! Ан манччĕ эс нихçан:

Çемье телейлĕ, ачасем пулсан!

Ив.САЛАНТАЙ.



30 мая 2025
13:13
Поделиться