Инкек тухасран сыхланăр

ÇУЛЛАХИ ăшă çанталăкра нумайăшĕ шыва кĕме тăрăшать. Шывра савăнса канни, ỹт-пĕве уçăлтарни аван. Çапах та тимлĕхпе асăрханулăх çинчен пĕр самантлăха та манма юрамасть. Унсăрăн инкек тухма пултарать.

Çынсем путса вилнин тĕп сăлтавĕсем _ ятарлă оборудованипе тивĕçтермен вырăнсенче шыва кĕни, çав шутрах _ эрех ĕçсе ỹсĕрĕлсен ишес тени. Пăтăрмахсен ытларах пайĕ _ 83 процент _ пĕчĕк юхан шывсенче, пĕвесемпе кỹлĕсенче пулать. Эрех-сăра ĕçсе пуçне минретнисемшĕн тинĕс те чĕркуççи таран çеç туйăнать ахăртнех, çавăнпа вĕсем нимĕн хăрамасăрах шыва кĕреççĕ, шар кураççĕ. Специалистсем шыв хĕрринче канас текенсене çакăн валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене суйласа илме сĕнеççĕ.

Хĕвеллĕ те çилсĕр çанталăкра, сывлăх температури _ 20-25, шывăн 17-19 градус ăшă чухне çеç шыва кĕмешкĕн пуçлама юрать. Малтан шывра 10-15 минут тăмалла, ишсе кайиччен кĕлеткене шывпа сапмалла. Пĕвере-кỹлĕре пĕр-пĕрне тытмалла вылямашкăн тăрăшмалла мар: юлташăр сывлăш çавăрса илес вырăнне шыв çăтма тата тăнне çухатма пултарать.

Ишекен çын шăнсан унăн ал-урине шăнăр туртас хăрушлăх пысăк. Ун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр шывран тухмалла. Май çук-тăк, ишмелли меслете улăштармалла _ çурăм çине çаврăнса выртмалла. Алă пỹрнисем туртăннине туйсан алла чăмăртамалла, унтан хăвăрттăн уçмалла. Ура хырăмне шăнăр туртсан икĕ алăпа та ура тупанне тытмалла, хăвăр еннелле вăйпа туртмалла.

Пĕçĕ мышцисем канăçсăрлантарсан урана тул енчен пакăлчăк шăмминчен алăпа тытмалла, чĕркуççисене хуçлатмалла, çурăм еннелле вăйпа туртмалла. Алă айĕнче йĕп е булавка пур-тăк, унпа тирсе илмелле.

Хальччен курман-илтмен вырăнта тỹрех шыва сик- мелле мар _ пуçпа çĕре е тимĕр-тăмăр, тунката çине тăрăнма, мăй шăммине хуçма, тăн çухатса вилме те пултаратăр. Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулни çеç çуллахи канăва усăллă йĕркелеме май парĕ.

О.ИЧАНКИНА, округ администрацийĕн мобилизаци уйрăмĕпе граждан оборонин ятарлă программисен пайĕн пуçлăхĕ.



30 мая 2025
13:59
Поделиться