Çырма юхать кĕрлесе...

ПАЛЛĂ ĕнтĕ, 2014-çултанпа пирĕн çĕр-шывра «Раççей шывĕ» экологи акцийĕ ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ _ çырмапа кỹлĕ тата пĕве хĕррине çỹп-çапран тасатасси.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче çак акци кашни çулах усăллă иртет. Акă май уйăхĕнче Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕнче пурăнакансем Пăчăрлă çырмин çыранне тасатса тухрĕç. Икĕ километр тăрăшшĕнче 1 кубла метра яхăн ăпăр-тапăр пуçтарчĕç. Шăмăршă çыннисем вара Кĕçĕн Хырла çырмин хĕрринче субботник йĕркелерĕç. Ырă ĕç малалла пырать. Çут çанталăк тусĕсем округри кашни çыннах «Раççей шывĕ» экологи акцине хутшăнма чĕнсе калаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.



30 мая 2025
13:57
Поделиться