Июнĕн 12-мĕшĕнче _ Акатуй

ШĂМĂРШĂ округĕн хисеплĕ çыннисем, аякри тата çывăхри тăванăмăрсем! Сире пурсăра та июнĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршăри ипподромра иртекен Акатуй-сабантуй уявне йыхравлатпăр!

Акатуй-сабантуй программинче: _ çур аки паттăрĕсемпе ял ĕçченĕсене, çавăн пекех халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕнче малта пыракансене чысласси; _ илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен чаплă концерчĕ; _ спорт ăмăртăвĕсем, тĕрлĕрен аттракционсем, халăхăн авалтан упранса юлнă вăййисем; _ суту-илỹ ярмăркки. Чăваш-и, вырăс-и, ирçе-и, тутар-и _ Акатуя савăнсах утар-и!

ОРГКОМИТЕТ.



30 мая 2025
12:50
Поделиться