Ĕçкĕ ырă тумасть

ÇАМРĂКСЕМ хушшинче эрех-сăра ĕçекенсем пурри _ вăрттăнлăх мар. Хăшĕсем çын умĕнчех ỹсĕрпе çапкаланса çỹреççĕ, харкашма та пăхаççĕ. Клуба эрех ĕçсе тухакансем те пур.

«Хĕр патне, хăюллăрах пулас тесе, пĕр-икĕ черкке сăмакун ĕçсе каятăп», _ терĕ пĕр каччă иртнинче. Çак йăлана вăл пĕрре те сивлемест, хĕрĕ те эрех-сăмакун шăрши кĕрекен каччăран ютшăнмасть иккен.

Çамрăк чухнех ĕçкĕ енне туртăнсан, çемье çавăрсан мĕнле çын пулĕ-ши унран? Ахальтен-им çемьесем арканаççĕ, хăшĕсем икĕ-виçĕ çул та пĕрле пурăнаймаççĕ.

Ĕçкĕ никама та ырă тумасть. Çамрăксене эпĕ спорта юратма, культурăпа, техникăпа, çут çанталăкпа интересленме сĕнетĕп. Ĕçмен-туртман арçынсене «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртесси патне çитес марччĕ, усал йăлана сивлесе сывă пурнăç йĕркине суйласа илер.

НИКОЛАЙ.



30 мая 2025
13:49
Поделиться