Канашлура _ çуллахи кану ыйтăвĕ

ТУНТИКУН округ администрацийĕнче муниципалитет округ пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынипе анлă канашлу иртнĕ, унта ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тата çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетес ыйтăва сỹтсе явнă.

Сергей Авенирович Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енри илемлĕ çулла» тата «Сывлăх патне утатпăр» проекчĕсене пурнăçа кĕртесси тĕп тимлĕхре пулмаллине палăртнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



30 мая 2025
13:06
Поделиться