Коммуналлă служба ĕçĕпе интересленнĕ
ИРТНĔ эрнере Шăмăршăра ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Максим Иванов пулнă, округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа курса калаçнă. Максим Иванов округри коммуналлă çăмăллăхсен эффективлăхĕпе тата тариф политикипе интересленнĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тĕрĕс те вăхăтра тỹлессине йĕркелемеллине, граждансен кашни ыйтăвнех шута илсе ĕçлемеллине палăртнă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче округ территорийĕнче инфраструктура проекчĕсене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ çăл куçĕ тупас ыйтăва та çĕкленĕ.