Лăпкăлăх _ экзамен ăнăçăвĕ

Шкултан вĕренсе тухакансен 70 проценчĕ экзамен тытнă чухне çав тери вăйлă хуйхăрать, стреса кĕрсе ỹкет. Учительсем çирĕп ыйтни, ашшĕ-амăшĕ кашни утăма контроль туни, малашлăхăн паллăмарлăхĕ (неопределенность) нумай выпускника психологи тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерет. Çакă канăçсăр ыйхă, аппетит чакни, чун-чĕре пăшăрханăвĕ, психика улшăнăвĕ (истерика, агресси) патне илсе çитерет. Ку, паллах, экзамента тимлĕхе чакарать, кăмăла пăтратать, чĕре таппине пăсать, пуçа ыраттарать... Мĕнла алла илмелле-ха çамрăкăн хăйне умри яваплă тапхăрта? Аслисен еплерех пулăшу памалла-ха экзамен паракана?

Тĕрĕссипе, ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен хăйне алла илме хăнăхтармалла. Экзамен тытмалли тапхăрта вара çакăн çине тимлĕх уйăрмалла:

- çемьери хирĕçỹсенчен пăрăнмалла, пысăк ĕç-пуçа каярах хăвармалла _ лăпкă лару-тăрура ачана стресран тухма çăмăлрах;

- ывăла (хĕре) юратнине-хакланине çине-çинех палăртмалла _ ку экзаменти кирек епле лару-тăрура та выпускника хăй вăйне шанма май парĕ;

- экзамен питех те кирлĕ процедура иккенне аса илтермелле мар (ăна парайманни _ тĕнче пĕтни мар: тепĕр хут пама май пуррине ăнлантармалла) _ сывлăх чи кирлине палăртмалла;

- ачине ашшĕ-амăшĕн нихçан та ыттисемпе танлаштармалла мар («Петьăн математикăпа миçе балл?» йышши ыйтусем памалла мар) _ ку ывăла (хĕре) хăйне ыттисенчен катăкрах туйма çеç пулăшать;

- ачана килте ĕç (уйрăмах _ вăл кăмăлланине) тума ыйтмалла, спорт вăййине явăçтармалла _ çакă пуçа кантарма, стреса ирттерме пулăшать;

- организма «канма» пулăшмалла: ачан ыйхи _ çителĕклĕ те канлĕ, апатланăвĕ тĕрĕс те виçеллĕ пулччăр тесе тăрăшмалла;

стреса чăтса ирттерме, ăс-тăн çивĕчлĕхне тата тимлĕхе ỹстерме витаминсемпе минералсем (магни, В 6, аквадетрим, пиковит, гомеостресс) лайăх витĕм кỹреççĕ;

- психологи тренингĕ, тăтăшах ятарлă хăнăхтарусем тумалла _ нервсене çирĕплетеççĕ, канăçсăрлăха чакараççĕ;

- кирлĕ пулсан, специалистран (психологран) пулăшу ыйтмалла (интернет урлă информаци илме те пулать);

- экзамен репетицине ирттермелле _ ку экзамен лару- тăрăвне хăнăхма май парĕ;

- ывăла (хĕре) экзамена çăмăл ĕçрен пуçăнма, йывăррине каярах хăварма, ĕç условийĕсене темиçе хут (!) вĕçне çитиччен вулама хăнăхтармалла _ ку йăнăш тăвасран асăрханма пулăшĕ;

- стреспа ỹт-пỹ хусканăвĕ урлă кĕрешме вĕрентмелле (мышцăсене 30-шар секунд _ хытарса, 30-шар секунд çемçетсе тăмалла, 4-5 хутчен çапла ылмаштарса хăнăхтару тумалла) _ ку тимлĕхе вăйлатать;

_ 1-рен пуçласа 10-ччен тата 10-ран 1-ччен хуллен шутламалла; кăмăла çĕклекен тĕспе (симĕс, сăмахран) сăрланă япала çине пăхса тăмалла; тарăннăн сывлама тăрăшмалла;

- экзамен умĕнхи кун (каç) пĕр канми вуласа-вĕренсе лармалла мар, кăткăс темăсене пăхса тухнипех çырлах- малла _ пуç мĕн пур информацие йышăнайми пулать; тăраниччен çывăрма тăрăшмалла _ каннă пуçпа экзамен тытмашкăн çăмăлрах.

Сĕнỹсене З.Свеклова пухса хатĕрленĕ.



30 мая 2025
13:39
Поделиться