Олег НИКОЛАЕВ: «Сире тăван республика юратса кĕтет»

МАЙĂН 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи шкулсенче 11-мĕшпе 9-мĕш классенче вĕренекенсем валли юлашки шăнкăрав янăранă. 11-мĕш класс пĕтерекен _ 5 пин тата 9-мĕш класран вĕренсе тухакан 15 пин çамрăк шкул картлашки урлă каçса çĕнĕ пурнăç çулĕпе утма пуçлĕç.
Выпускниксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чĕререн саламланă май çапла каланă:
«Шкулти юлашки шăнкăрав вăл _ çĕнĕ пурнăçа старт илнин символĕ. Паянтан эсир чи кирлĕ йышăнăва хăвăр тĕллĕн тума пултаратăр _ професси суйласа илме, карьера тума, çемье йĕркелеме. Эпир сире хăвăрăн çутă ĕмĕтĕре пурнăçа кĕртнĕ çĕрте ăнăçу сунатпăр.
Эпĕ сире çакна каласшăн: Чăваш Ен _ сирĕн пултарулăхăра аталантармалли чи лайăх регион. Эпир экономикăна тĕреклетсе пыратпăр, предприятисене модернизацилетпĕр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Тăван республика сире _ ăслă, хăюллă та хастар, пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшма хатĕр çамрăксене _ ырă сунса кĕтет. Сирĕн пĕлĕвĕр, вăй-хăватăр, пурнăç çине çĕнĕлле пăхни республикăна питех те кирлĕ. Чăваш Республики сире юратать тата сире пулăшма яланах хатĕр».
А.АЛЕКСАНДРОВА.