Паттăрсене ĕмĕр асра тытма
Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешĕмĕрсене _ Евгений Ишмуллина (Асанкасси), Павел Нефедова (Çĕнĕ Чукал) _ ĕмĕр асра тытмашкăн вĕсен тăван килĕсенче Асăну хăми уçрĕç.
Митинга Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Эльвира Можаева, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина, Пăчăрлă Пашьел тата Çĕнĕ Чукал ял территори уйрăмĕсен начальникĕсем Евгений Укин тата Наталия Храмова хутшăнчĕç. Вĕсем ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕррине палăртрĕç.
Евгений Ишмуллин СВОна 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе лекнĕ. 2024-çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Е.Ишмуллин рядовой Украина нацисчĕсене хирĕç паттăрла çапăçса вилнĕ.
Павел Нефедов ятарлă çар операцине 2024- çулхи февральте хăй ирĕкĕпе кайнă. Вăл «Сармат» штурм подразделенийĕн 30-мĕш мотострелковăй бригадинче çапăçнă. Иккĕмĕш штурм вăхăтĕнче Çĕнĕ Чукал çамрăкĕ аманнă. Сывалсан каллех строя тăнă. Çапăçури паттăрлăхшăн П.Нефедов рядовоя «Хăю- лăхшăн» медальпе тата Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă. Евгений Валерьевичпа Павел Леонидовичăн Асăну хăмисем ял-йыша тăнăçлăха упрамаллине аса илтерĕç, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсем пулма хистĕç. Паттăрсен ятне ĕмĕр-ĕмĕр чĕремĕрсенче упрă- пăр...
З.Свеклова.