Пĕччен пурнăçăн илемĕ çук

ÇАМРĂК чух каччăсене тиркесе ватта юлнă хĕрсене эпĕ питĕ шеллетĕп. Ватлăха пĕччен кĕтсе илес тетĕр-и? Пĕччен пурнăçăн илемĕ çук, çемьеллĕ çынсем манăн сăмаха çирĕплетме пултараççĕ.

Юратăр, çын сăмахне итлесе савнирен ан сивĕнĕр, мăшăрланса хăвăрăн телейĕре тупăр. «Анне», «асанне», «кукамай» ятсене илтсе савăнмалла пултăр. Эсир мĕнле шутлатăр, хаклă вулакансем?

НИНА.



30 мая 2025
13:49
Поделиться