Пуçарни çеç _ сахал, проекта пурнăçа кĕртмелле

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ял хуçалăх министерстви кăçалхи июль уйăхĕнче 2026-çул валли пуçару проекчĕсен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтересшĕн. Çапла, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малашнехи пирки те паянах шутламалла.
Çул тăвасси, ялсене тирпей-илем кĕртесси, пушар тухасран сыхланма пĕве чавасси, ĕçмелли таса шыв ыйтăвне татса парасси тата ытти ĕç ял территори уйрăмĕсене канăç памалла мар.
Çитес çул валли тĕллев палăртнă чух округ унчченхи проектсене мĕнле пурнăçланине шута илеççĕ. Республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе вăхăтра тата вырăнлă усă кураймастпăр пулсан, пирĕн çĕнĕ проектсене конкурса хутшăнтармасан та пултараççĕ.
2025-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕнче 31 пуçару проектне пурнăçа кĕртме йышăннă. Çак пысăк ĕç валли 74,8 миллион тенкĕ, çав шутра Чăваш Республикин бюджетĕнчен 59,9 миллион тенкĕ, уйăрма пăхнă. «Спорт территорийĕ» енпе _ 3 проект, «Ача-пăча тĕнчи» енпе _ 2 проект, «Пирĕн çулсем» енпе _ 10 проект, «Ял инфраструктурине аталантарасси» енпе _ 2 проект, «Эсĕ суйласа илни» енпе _ 6 проект, «Тĕлĕнмелле шыв» енпе _ 1 проект, «Ялсене тирпей-илем кĕртесси» енпе 7 проект пурнăçламалла.
Паянхи кун тĕлне 31 проекта та закупка план-графикне кĕртнĕ. 6 проектпа (19,3 процент) ĕçе пуçăнма килĕшекене шырама аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ. 25 проектпа (80,6 процент) ĕç тума муниципалитет контрактне çирĕплетнĕ. 1 проект (3,2 процент) пурнăçа кĕнĕ.
Пĕр шутласан, «пăр тапраннă» теме пулать. Çапах та мухтанмалли çукрах: Шăмăршă муниципалитет округĕ контракт йĕркелессипе _ республикăра 14-мĕш вырăнта çеç. Уйрăмах çул юсассипе тата вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе пĕве тăвассипе графикран юлса пыратпăр.
«Спорт территорийĕ» енпе те васкани сисĕнмест. Шăмăршăри Культура керменĕнчи спорт залне хăçан юсама пуçлăпăр? Çамрăксем çак ыйту çине хурав кĕтеççĕ.
Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕнчи шыв башнине тĕпрен юсамалла, Шăмăршăри Ленин урамĕнче ача-пăча вылямалли площадка тумалла, «Туслăх» спорт шкулĕнче пушар сигнализацине çĕннипе улăштармалла тата ытти те. Пуçару бюджечĕпе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртме каякан тăкаксен 80 процентне республика бюджечĕ саплаштарать, çитменнине округ бюджечĕ уйăрать тата халăх укçи-тенки те кирлĕ пулать.
Ив.САЛАНДАЕВ.