Раççей Геройне халалласа _ ăмăрту
МАЙĂН 22-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче Раççей Геройне, пирĕн округри Шамккай ялĕнче çуралнă Олег Долгова асăнса дзюдо енĕпе регионсем хушшинчи турнир иртнĕ. Унта Чулхула облаçĕнчи, Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти, Етĕрнери, Куславккари, Вăрмарти, Ульяновскри тата хамăрăн Шăмăршă округĕнчи 100 ытла спортсмен хутшăннă.
Çакă савăнтарать: пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртура Шăмăршă округĕн çамрăкĕсем _ Александр Харитонов, Кирилл Харитонов, Михаил Ичанкин, Прохор Иванский, Максим Байкалов, Альберт Кузьмин _ çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, Егор Юнкеров, Роман Ястребов, Алексей Дерюшев, Богдан Славницкий, Семен Столяров, Арсений Унькин, Богдан Брусов, Александр Масленников _ иккĕмĕш, Арсений Паймушкин, Матвей Музеркин, Константин Трофимов, Александр Ивашин, Дмитрий Брусов, Илья Фадеев, Антон Харитонов, Артур Емельянов виççĕмĕш вырăн йышăннă.