Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ уçăлнă
МАЙĂН 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тỹпемре Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ савăнăçлă лару- тăрура уçăлнă. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ПСБ банкăн тулаш çыхăнусен енĕпе ĕçлекен директорĕ Вера Подгузова хутшăннă.
«Музей темиçе çул ĕнтĕ туристсене йышăнать. Паян ăна официаллă майпа уçатпăр. Проект малалла ĕçлет. Республика кунĕнче музыка карттине çул парăпăр», _ тенĕ Олег Алексеевич.
Вера Подгузова палăртнă тăрăх, ку карттăна курсан çĕр-шывăн мăнаçлăхне туятăн. Хăйне евĕрлĕ ку музей туслăх, пĕрлĕх символĕ пулса тăрать. Вăл туристсене илĕртекен вырăн пуласса шанас килет.
Музейри тĕп экспонат _ Раççейĕн тĕрленĕ картти. Ăна пĕтĕм регионти тĕрĕ ăстисем тунă. Карта çинче _ тĕрлĕ халăхăн йăлана кĕнĕ эрешĕсем.
Е.ЖОЛОБОВА.