Рейтинг савăнтарать
ЧĂВАШ ЕНРЕ кăçалхи январь _ март уйăхĕсенче ГТО нормативне хăш муниципалитетра мĕнле пурнăçланнин рейтингне тунă: 1-мĕш вырăнта _ Тăвай, 2-мĕш вырăнта _ Комсомольски, 3-мĕш вырăнта Шăмăршă муниципалитет округĕсем.
ГТО нормисене аван пурнăçланисене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче пухнă балсем çумне хушса параççĕ. Вĕсене ылтăн паллăшăн çеç мар, кĕмĕлпе бронзăшăн та тивĕçеççĕ. Балсен шутне кашни аслă шкул хăй палăртать.