Турă çỹле кайнă кун
Православи тĕнне ĕненекенсем майăн 29-мĕшĕнче Турă çỹле кайнă куна (Вознесение Господне) паллă турĕç. Çак уяв _ чи авалхи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Вăл Иисус Христосăн çĕр çинчи çулĕ вĕçленнине, Хăй тỹпене çĕкленнине евĕрлет.
Турă çỹле кайнă кун кĕçнерникунпа тỹр килет. Малтанах ку праçнике 4-ĕмĕр вĕçĕнче _ Мăнкун хыççăн 40-мĕш кунхине _ паллă тума пуçланă. Кун пирки Лука çырнă Евангелире каласа кăтартнă. Кĕнекере çырнă тăрăх, Иисус Христос хăй чĕрĕлсе тăрсан вĕренекенĕсене курăннă, вĕсене Турă Патшалăхĕ çинчен каласа панă, ун пирки çынсене пĕлтерме ыйтнă. 40 кунтан апостолсене Елеон тăвĕ çине хăпарса Ашшĕ патне таврăннине пăхма хушнă. Апостолсем тăвăн хĕвел тухăç енне пуçтарăнсан Иисус вĕсене пилленĕ те тỹпен çỹллĕшне çĕкленнĕ. Ун вĕренекенĕсем Иерусалима «пысăк савăнăçпа» таврăннă та тĕнче тăрăх проповедьсемпе саланнă.
Иисус Христос тỹпене çĕкленнĕ самантран пуçласа çынсемшĕн Унăн Турă пурнăçĕ паллă пулнă. Çакă Иисус рая лекме тивĕç мар çынсемшĕн те алăк уçнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех ку праçник чиркỹ тунипе те çыхăннă. Христианинсем Турă çỹле кайнă кун чиркĕве каяççĕ, литургие хутшăнаççĕ.
Турă пилĕпе _ Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.