Туртатăн _ пурнăçа кĕскететĕн
ПИРУС туртнин сиенĕ çинчен пин-пин хут та каланă пуль, хаçатра та нумай çырнă. Çапах та хурлăхлă цифрăсене тата та илсе кăтартас килет. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, ỹпке чирĕпе чирлессин 90 проценчĕ пирус туртнипе çыхăннă. Пирус туртнине пула чире кайса Раççейре çуллен 100 пине яхăн çын вăхăтсăр çĕре кĕни те _ вăрттăнлăх мар.
Табак тĕтĕмĕнче рак чирне яма пултаракан канцерогенлă 43 вещество пур. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци çирĕплетнĕ тăрăх, пневмонипе вилекенсем туртакансем хушшинче _ туртманнисемпе танлаштарсан _ вунă хут, вар-хырăм çĕрнипе (язва) вилекенсем ултă хут нумайрах.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе танлаштарсан, туртакан çынсем вăтамран 13 çул сахалтарах пурăнаççĕ. Шухăшласа пăхăр: туртмалла е туртмалла мар? Пурăнассăр килсен ан туртăр!
О.ПОЛКОВНИКОВА, Шăмăршă район тĕп больницин врачĕ.