Çу кунĕ _ резина мар çав...
ШĂМĂРШĂ район прокуратури округ центрĕнчи Советсен урамĕнче тирпей-илем тăвассине (Шăмăршă Арбачĕ) подрядчик тăсса пынине палăртнă. Контракта кăçалхи мартăн 3-мĕшĕнчех тунă пулин те, подрядчик хальччен те ĕçе пуçăнман-ха.
Çу кунĕ резина мар _ туртсан та, тăсăлмасть: объекта 2025-çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Прокуратура ытла та васкамасăр ĕçлекен уйрăм предпринимателе хытă асăрхаттарнă, округ администрацине çак объекта çирĕп контроле илме сĕннĕ.
Тепĕр подрядчик Пăчăрлă Пашьел _ Вырăс Чукал автоçул çинчи шăтăк-путăка (ямочный ремонт) халĕ те сапласа пĕтереймест. Юсав срокĕ кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче вĕçленмеллеччĕ. Çак çулпа куллен шкул автобусĕ çỹрет, ытти транспорт та нумай нуша курать. «Халунтан килмесен, мĕншĕн ĕçе пуçăнатăн?» _ тенĕ ваттисем. Хаклă вăхăта усăсăр ирттерекен подрядчиксем пирки прокуратура çирĕп мера йышăнма шантарать.