Вĕлле хурчĕ _ ылтăн хурт

Вĕлле хурчĕ _ ылтăн хурт

ÇАНТАЛĂКĔ савăнтарсах каймарĕ пулин те, çурхи тĕнчен хăйĕн ытарайми илемĕ пур. Садсем шап-шурă чечекре. Хĕвеллĕ самантсенче чечек çинчен чечек çине вĕлле хурчĕсем вĕçеççĕ, сиплĕ пыл пухаççĕ. Улăхра _ сар чечек «тинĕсĕ». Унта çеç-и: юлашки çулсенче округри люцерна лаптăкĕсене те сар чечек пусса илчĕ. Çак çум курăк сарăлнăçем сарăлса пырать. Вĕлле хурчĕсемшĕн лайăх-ха, анчах çĕр ĕç культурине çум курăк сиен кỹни пăшăрхантарать.

Çум курăкпа тата тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешес тĕллевпе фермерсем пестицидсемпе анлăн усă кураççĕ. Шăпах çакă хăратать те утарçăсене. Вĕлле хурчĕсем наркăмăшланса вилес хăрушлăх пысăк.

Сиен ан пултăр тесен, фермерсен пестицидпа усă курас умĕн утарçăсене район хаçачĕ урлă тăватă _ пилĕк талăкран кая юлмасăр пĕлтермелле.

Пестицидсене вĕлле хурчĕсем вĕçмен вăхăтра _ тĕтреллĕ, сулхăнрах ир тата каçалапа _ пĕрĕхме сĕнеççĕ. Сывлăш температури 15 градусран ăшăрах пулмалла мар, çиллĕ çанталăкра та пестицид сапма юрамасть. Вĕлле хурчĕсене сахал сиен кỹме пултаракан (хăрушлăхĕ _ 3-класс) пестицидсемпе çеç усă курма юрать.

Вĕлле хурчĕ çынна тата çут çанталăка пысăк усă кỹнине пурте пĕлетпĕр. Вĕсем пулмасан этемлĕх выçă вилес хăрушлăх та пур. Чечексене шăркалантарса, вĕлле хурчĕсем тухăçа ỹстереççĕ. Вĕсем пухса хатĕрлекен пыл чи лайăх эмел шутланать, ытти продукт та çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă. Çак ырă ĕçшĕн пирĕн чăн малтан утарçăсене тав сăмахĕ каламалла. Фермерсемпе пыл хурчĕ ĕрчетекенсен килĕштерсе ĕçлемелле, вĕлле хурчĕсене сиен кỹресрен асăрханмалла.

Вĕлле хурчĕсем валли пыл паракан культура ытларах акни те _ ырă ĕç. Шел те, округра хура тул лаптăкне ỹстерсех пырассишĕн тăрăшсах каймастпăр. Вăрманта çăка йывăçĕ те сахалланчĕ. Фермерсем донникпа фацели тата клевер акса ỹстерсен те, утарçăсем тав тăвĕччĕç.

Наталия ИЛЬИНА, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ.



30 мая 2025
13:48
Поделиться