Вăрмана вут-кăвартан сыхлар
ÇАНТАЛĂК шăрăхлатнипе вăрманта вут- кăвар тухас хăрушлăх та ỹсет.
Ан манăр: вăрманта тата ун çывăхĕнче хăрăк-туратпа ăпăр-тапăра кăвайт чĕртсе çунтарма юрамасть!
Вăрманта шашлăк хатĕрлени те пушар тухас хăрушлăха ỹстерет. Çавăн пекех килти хуçалăхра та çурт-хуралтă çывăхĕнче вут-çулăмпа усă курни хăрушлăх кăларса тăратать. Енчен те пушар тухнине асăрхасан çăлав службине _ «01», кĕсье телефонĕпе _ «101», «112» номерсемпе шăнкăравлама васкăр!
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи МЧС служби.