Ялта _ пĕр тракторист...

ÇĔР УЛМИ лартмалла. Трактор кирлĕ. Хамăр ялта пĕр трактор пур-ха, анчах «сезон» пуçланнăранпах хуçи урăлса кураймасть иккен. Ирĕксĕрех кỹршĕ яла трактор шырамашкăн кайма тиврĕ.
Чăнах та, мотоблокпа сухалама пулать-ха, анчах тракторпа кăпкалатнă çĕр лайăхрах. Çĕр улмине те сажалкăпа лартасшăн эпир. Ĕлĕкрех лашапа ĕçленĕ, халĕ çак ĕç выльăхĕ ялта çук ĕнтĕ.
Çамрăксем механизатор профессине килĕштерменни хытă пăшăрхантарать. Ялта тракторист кирлех, ун валли хĕлле те, çуркунне те, çулла та, кĕркунне те ĕç нумай. «Мотоблоку пур вĕт, ĕçле!» _ тейĕç мана хăшĕсем. Çитмĕлти-сакăр вуннăри ватăсем унпа ĕçлейĕç-и? Ялта трактор кирлех тесе шутлатăп.
ВЛАДИМИР.