Финанс пĕлĕвне тĕрĕслерĕç

Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче нумай ачаллă çемьесем хушшинче, Пĕтĕм Раççейри 2-мĕш Перекетпе инвестицин çемье фестивалĕпе килĕшỹллĕн, «Финанспа туслаш» конкурс иртрĕ. Йĕркелỹçисем _ округ администрацийĕн финанс пайĕ, халăха социаллă пулăшу паракан центр тата Мультикультура библиотекин ĕçченĕсем. Унта округри Чибряковсен, Жолобовсен, Пайминсен, Юмановсен, Макаровсен çемйисем хутшăнчĕç.

Финанс пĕлĕвне кăтартас тĕллевпе çемьесем тĕрлĕ ĕç турĕç: укçа-тенке страхлассипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, «мошенниксене» тупса «палăртрĕç», пулас тупăша шутларĕç. Кашни кил-йышах хушнă ĕçсене туллин те тĕрĕс тума тăрăшрĕ. Макаровсен çемйи вара (Шăмăршă ялĕ) чи пултарулли пулчĕ, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, Канаш хулинче иртекен республика шайĕнчи конкурса хутшăнма тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Юмановсемпе Пайминсем.

Конкурсантсене пурне те асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç. Паллах, тупăшу хальччен пĕлменнине пĕлме пулăшрĕ, туслă лару-тăру вара хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕ.

З.Воробьева.



06 июня 2025
14:24
Поделиться