Людмила Фомина: «Пирĕн сферăра чунсăр çын ĕçлеймест...»

Людмила Фомина: «Пирĕн сферăра чунсăр çын ĕçлеймест...»

Професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин «Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр» бюджет учрежденийĕн директорĕпе Людмила Николаевна Фоминăпа тĕл пулса калаçнă. Калаçу центр ĕçĕ- хĕлĕ пирки пынă.

_ Ырă та телейлĕ кун пултăр, Людмила Николаевна!

_ Сире те çавнах сунатăп, Зинаида Ивановна!

_ Малтанах Сире тата пĕрле ĕçлекенсене Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп, ырлăх- сывлăх сунатăп. Çăмăл мар ĕçĕр ăнса пытăр.

_ Тавах Сире.

_ Людмила Николаевна, Эсир _ Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ. Хăçантанпа çак тивĕçе пурнăçлатăр?

_ Социаллă сферăра малтан та ĕçленĕ-ха эпĕ. Директор лавне вара 2,5 çулталăк туртатăп темелле.

_ Лавĕ, паллах, çăмăл мар. Ĕçĕ _ нумай, яваплăхĕ _ пысăк.

_ Çапла. Пирĕн тĕп тивĕçĕмĕр _ пĕччен юлнă çынсене (ватăсене, инвалидсене) хамăр хỹтлĕхре усрасси. Вĕсем пĕчченлĕхе ан туйччăр, чир-чĕре ан парăнччăр, йĕри-таврари çынсен чун ăшшипе пурăнччăр тесе, хамăртан мĕн кирлине веçех тума тăрăшатпăр. Штат тăрăх, Ваттисен çуртĕнче 37 ĕçчен. Вĕсем _ тĕрлĕ сăлтава пула ватлăхра пĕччен юлнă арçынсемпехĕрарăмсен хуйхи-суйхине чĕре патне илсе пулăшма хатĕр ырă çынсем. Кунсăр пуçне, округри ялсенче 75 çынна пăхса-пулăшса тăракансем пур.

_ Ăнланмалла. Стационар çинчех чарăнар-ха. Миçен пурăнаççĕ кунта? Пурăнмалли условисем еплерех?

_ Стационар уйрăмĕнче 26-ăн пурăнаççĕ. Ку йышра _ хамăрăн тата ытти округăн гражданĕсем. Вĕсене 6 социаллă ĕçчен _ сменăра икшерĕн _ пăхса тăраççĕ. Пурăнмалли пỹлĕмсем ăшă, çутă, хăтлă. Кашнинчех санитари узелĕ (умывальник, туалет, душ) пур. Шăматкунпа вырсарникун çăвăнса тасалма уйрăм çĕрте ваннăпа усă курма пулать. Çăвăннă чух пулăшу кирлĕ-и, çỹç илмелле е чĕрне касмалла _ пирĕн ĕçченсем юнашар. Вырăнпа выртакансем те пур пирĕн _ вĕсене самантсерен тимлĕх кирлĕ. Социаллă ĕçченсем пурне те пĕр пек _ юратса-хисеплесе, чăтăмлăн _ пăхаççĕ. Чун-чĕре ăшшине хĕвел пек сапалаççĕ. Ватăсене нумай кирлĕ-и? _ ăшă сăмах, ăшă кулă, пĕр çемьери пек кун кунлаççĕ, çĕр ирттереççĕ кунта. Пĕрле ларса кунне 4 хутчен апат çиеççĕ, телевизор кураççĕ, калаçу çăмхине сỹтеççĕ...

_ Чирлесси те пулать вĕт-ха...

_ Унсăр мар ĕнтĕ. Шăмăршăри тĕп больница коллективĕ кашни пурăнаканăн сывлăхне сăнаса тăрать. Кунта килсех вĕсене диспансеризаци витĕр кăларать. Кам-тăр тăруках аптраса ỹкрĕ тĕк _ тỹрех больницăна шăнкăравлатпăр, специалиста чĕнтерсе илетпĕр.

_ Шанчăклă хỹтлĕхре кунта пурăнакансем. Питĕ аван! Хăнасем те пулаççĕ пулĕ... Кунти пурнăçа уçă варкăш кĕртекенсем...

_ Яланах! Округ центрĕнчи ача сачĕсен тата Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем, вăтам шкул вĕренекенĕсем, культура ĕçченĕсем уявсенче концерт лартса савăнтараççĕ. Уйрăмах Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи тата Хĕрарăмсен кунĕсенче савăк кăмăл парнелеççĕ. Кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнчен те кунта культура программипе пулаççĕ. Информаци кунĕсенче округ администраци ĕçченĕсем, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе депутатсем кунти çынсемпе тĕл пулаççĕ, пурăн- малли условисемпе паллашаççĕ. Ку пурне те савăнтарать. ПДН, КДН ĕçченĕсем те _ яланхи хăнасем...

_ Чимĕр-ха, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсем епле лекеççĕ Сирĕн патăра?

_ Пирĕн учрежденире ача усрава илнĕ çемьесемпе, ятарлă çар операцийĕнче тăракансен çемйисемпе, кăткăс лару-тăрури çемьесемпе ĕçлекен координаци центрĕ те пур. Вăл çак статуссенчи çемьесене регистрацилесе паспорт тунă, вĕсене куçран вĕçертмест, социаллă-психологиллĕ тата килти лару-тăру енĕпе пулăшу парассине йĕркелет. Сăмах май, 21 «йывăр» çемьерен виççĕшне учетран кăлартăмăр. Специалистсем ачасемпе тата çамрăксемпе ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Пуринчен ытла гипсран кĕлеткесем тума кăмăллаççĕ кунта. Юмахри сăнарсем, чĕр чунсен кĕлеткисем _ парнелĕх, ĕçе хăнăхни тата илеме туйни-курни вара _ яланлăх! ЗАГСра Çире пур хĕрарăмсен кунне паллă тăвакансене ваза парнеленине кам манĕ? Вĕтĕ шăрçаран туса янтăланă «чĕрĕлĕх» сулли (браслет выживания) кирек камшăн та _ тĕлĕнтермĕш, СВОра миршĕн кĕрешекенсемшĕн вара _ тăван ен ăшши, хỹтлĕх-тĕрек (оберег). Ырă ĕç пĕрлештерет, лайăххи патне туртать.

_ Пархатарлă, сăваплă ĕç! Людмила Николаевна, Ваттисен çуртĕнче «кĕмĕл волонтер» ĕçĕ те вĕресе тăрать, эп пĕлнĕ тăрăх...

_ О-о-о! Пĕр Константин Емельянов хăй мĕне тăрать! Вăл _ газ хуранĕн операторĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах окоп çурти тăвассипе «чирлет». Пушă шăвăç банкăсенчен темиçе çĕр штук та турĕ ăшăпа çутă «çăл куçне». Тата «Экспресс асатте» проекта хутшăнса, аслă ăру ĕçченĕ шăпăрлансемпе час-часах тĕл пулать. Çак кунсенче кăна-ха, Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕсемпе курнăçрĕ. Фанерăран тĕрлĕ фигура касса кăларма вĕрентрĕ вĕсене. Арçын ачасемпе хĕрачасем çав тери килĕштерчĕç ылтăн алăллăскере. Нумай тĕслĕх илсе кăтарма пулать тата.

_ Мухтава тивĕçлĕ! Учреждени професси конкурсĕсене хутшăнать-и?

_ Хутшăнать! Кăçал акă Социаллă ĕçчен кунĕ тĕлне йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурса хут- шăнма заявка патăмăр. «Эпĕ тата ман çемье» номинацире ытти регионти ĕçтешĕмĕрсемпе тупăшăпăр. ЧР Ĕçлев министерстви пирĕн ĕçĕмĕре пăхса тухать, тишкерет, хак парать.

_ Лайăх! Людмила Николаевна, Сире _ Ертỹçе _ çакăн пек ыйту парассăм килет: «Социаллă учрежденисем паянхи пурнăçра кирлех-ши? Хăш-пĕр çын, сăмахран, ывăл- хĕрĕ пур çĕртех Ваттисен çуртĕ нче пурăнать. Ăна кура ыттисем те ашшĕ-амăшне социаллă центра вырнаçтарма ăнтăлмĕç-ши? Ачасен тивĕçĕ _ хăйсене пурнăç панă ашшĕ- амăшне ватлăхра пăхасси-çке».

_ Питĕ вырăнлă ыйту ку, Зинаида Ивановна. Сирĕн шухăшпа килĕшетĕп: ачасен ашшĕ-амăшне ватлăхра пăрахмалла мар. Питĕ шел, хăйсене çуратса çын тунă çывăх çыннисене ватлăхра (чир-чĕрте) пăрахакан та тĕл пулать. Обществăра пурăнакан ваттăн (чирлĕ çыннăн) пĕчченлĕхре юлмалла мар, «йывăр» çемьере çитĕнекен ача-пăчан та тимлĕхре пулмалла. Пирĕн Раççей çĕр-шывĕ вара гуманизм принципĕпе пурăнать: инкекри-йывăрлăхри граждансене хăй хỹтлĕхне илет.

_ Килĕшмелле Сирĕн хуравпа. Ĕçĕр çынна юрăхлă пултăр. Округ çыннисен ятĕнчен уявпа тепĕр хут салам йышăнсамăр!

Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.



06 июня 2025
14:50
Поделиться