Наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă Наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăвать. Ку енĕпе эпир Раççейре 6-мĕш вырăн йышăнатпăр. Республикăра сывлăх сыхлавĕн, вĕрентĕвĕн, инфраструктурăн, экономикăн тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ сферăн 41 проекчĕ пурнăçа кĕрет.
«2025-çулта региона аталантарма 15,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Эпир çĕнĕ поликлиникăсем, шкулсем тата инфраструктура объекчĕсем тăватпăр. Çаксем пурте пирĕн граждансен сывлăхĕпе пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнин ырă палăрăмĕсем», _ тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Муркаш район больници çумĕнче _ çĕнĕ поликлиника, Шупашкарта 1400 вырăнлă шкул тăваççĕ. Чăваш Ен предприятийĕсем тĕнче рынокне хăюллăн тухаççĕ: пĕрремĕш кварталта агропромышленность продукцине экспорта 86 пин тонна ăсатнă. Ял хуçалăхне аталантарма _ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тата хальхи çĕнĕ технологие ĕçе кĕртме _ 5,4 миллиард тенкĕ уйăрнă.