Олег НИКОЛАЕВ: «Çамрăксем _ ялти тĕп вăй, пирĕн малашлăх»

Олег НИКОЛАЕВ: «Çамрăксем _ ялти тĕп вăй, пирĕн малашлăх»

МАЙĂН 31-мĕшĕнче Тăвай муниципалитет округĕнчи «Упа кĕтесĕ» текен ытарма çук илемлĕ вырăнта Раççейри чи анлă «Ялта чи лайăххисем» çамрăксен IV-Агрослечĕ иртнĕ, унта Шăмăршă округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Чăваш Ен ялĕсенчен килнĕ 1600 çамрăкпа Атăл çи федераци округĕн регионĕсенчен çитнĕ 70-е яхăн хăна туслăхпа тăванлăх лару-тăрăвне çакланнă. Мероприяти «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр!» девизпа иртнĕ. Слет ĕçне ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе участникĕсем те хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, мероприяти ĕçне пысăк хак панă май, республика çамрăкĕсен ырă пуçарăвĕ çĕр-шывĕпех анлă çул тупнине палăртнă.

«Çамрăксем _ ялти тĕп вăй, пирĕн малашлăх, _ тенĕ Олег Алексеевич. _ Пирĕн пурсăмăрăн та Аслă Çĕнтерỹ мĕнле йывăрлăхра туптаннине манма юрамасть. Слетра кашни муниципалитет Çĕнтерĕве мĕнле тỹпе хывнипе паллаштарнине чунтан хумханмасăритлеймĕн. Паянхи мероприятие СВО ветеранĕсемпе боецĕсем те хутшăнни Тăван çĕр-шыва вĕсем пек чĕререн юратма, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме хушать».

Агрослетăн дискусси пайĕнче делегатсем ял территорийĕсене аталантарас, çамрăксене вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне анлăн хутшăнтарас, патриотизмла воспитани ĕçне вăйлатас, социаллă сеть урлă ял пурнăçĕн илĕртỹллĕхне пропагандăлас ыйтусене çивĕч çĕкленĕ. Республика Пуçлăхĕ çамрăк специалистсене пулăшса пырасси, вĕсене ялта çирĕпленсе юлма хавхалантарасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Агрослет участникĕсен парачĕ, ял çамрăкĕсен Спартакиади, квадрациклсен ăмăртăвĕ, пулă шỹрпи хатĕрлес тĕлĕшпе кулинарсен хаваслă тупăшăвĕ иртнĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн çамрăкĕсем пур мероприятие те хастар хутшăннă _ кулленхи ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та, спортра та, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте те ялта чи маттуррисем пулнине çирĕплетсе панă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



06 июня 2025
13:51
Поделиться