Павел _ чи ăста купăсçă
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа, Шупашкарти 3-мĕш Ача-пăча музыка шкулĕнче регионсем хушшинчи хореографи тата инструментпа калакансен «Çурхи хавхалану _ 2025» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ конкурсра Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕ Павел Гладков инструментпа калакансем хушшинче «Хут купăс. Соло» номинацире чи пултарулли пулнă. Павел, ташă кĕввисем каласа, 1-степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Павела тата ун преподавательне Светлана Кудряшовăна пысăк çĕнтерỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашлăхра тата пысăк ỹсĕм тума çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхалану сунатпăр.
Ю. Цыганова, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.