«Пирĕн Дима пултарать...»
Шăмăршă вăтам шкулĕнче ăс пухакан Дима Байкалов пур енлĕ ăсталăхпа палăрса тăрать. Вĕренỹре тăрăшуллă. Уйрăмах акăлчан чĕлхипе физкультура предмечĕсене юратса вĕренет. Чăн та, 2-класс программине пĕр «3»-пе (математикăпа) вĕçлерĕ. Умри йывăрлăха парăнтарма хăнăхнă арçын ача тепĕр вĕренỹ çулĕнче ку «3» палла пĕтерме тĕллев лартнă.
Дима Шăмăршăри «Сказка» ача садне çỹренĕ чухнех хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Округ шайĕнчи «Хунав» конкурсра сăвă вуласа _ 3-мĕш, А.Пушкинăн юмахне янратса _ 1-мĕш, «Малалла, арçын ачасем!» конкурсра 1-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Кăçал республика шайĕнчи «Фотока- никул: Аслă Çĕнтерĕве _ 80 çул» дистанци викторининче, Пĕтĕм Раççейри «Уявсемпе йăла-йĕрке» викторинăра çĕнтерме пултарчĕ.
Д.Байкаловшăн спорт _ чун киленĕçĕ, пурнăç йĕрки. Округ центрĕнчи «Туслăх» спорт шкулĕ йĕркелекен ишевçĕсен ăмăртăвĕсенче Шăмăршă ачи малти вырăнсене тухать. Сăмахран, 2023- çулта акватлонпа _ 3-мĕш, округра мала тухассишĕн ишсе _ 1-мĕш пулчĕ; «Ишме пĕлетĕп» номинацире хăйне лайăх енĕпе кăтартрĕ: 25 метра урапа тата алăпа ылмашăнса (кроль на груди) ишсе, çурăмпа ишсе палăрчĕ. Çăмăл атлетикăпа та туслă Дима. Наци кросне, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» кроса хутшăнса округра мала тухрĕ вăл. Кăçалхи май уйăхĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Упи ялĕнче йĕркеленĕ районсем хушшинчи çăмăл атлетсен кросĕнче 650 метра чупса (результат _ 2,29 мин) çĕнтерчĕ. Дима Байкалов _ вăйлă футболист, Шăмăршăри футболистсен «Интер» клубĕн хастар членĕ. Çакна командăпа пĕрле тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнни тата малти вырăнсене йышăнни çирĕплетет. Вĕсем: ачасемпе çамрăксен «Интер 5х5 лига» чемпионачĕ (сертификат), Шупашкарта иртнĕ ачасен футбол турнирĕ (участник Дипломĕ), Самара хулинче ирттернĕ Халăхсем хушшинчи мини-футбол турнирĕ (3-степеньлĕ Диплом), Йошкар-Олара юни- орсен футбол клубĕсен Халăхсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртăвĕ (1-степеньлĕ Диплом), Халăхсем хушшинчи футболистсен «Импульс» шкулĕн ăмăртăвĕ (3-степеньлĕ Диплом). _ Мана спортра ăнăçу тума кулленхи тренировка, «Туслăх» спорт шкулĕн кĕрешỹ секцине çỹрекен Максим тете, паянхи кунччен ăмăртусенче тĕп больница чысне хỹтĕлекен аннем Александра Егоровна (вăл _ районти тĕп больницăн поварĕ), аттем Андрей Витальевич хавхалантараççĕ, _ тет çамрăк спортсмен. Маттур та пултаруллă Димăна малашлăхра та пысăк ỹсĕм тума ырлăх-сывлăх, иксĕлми хавхалану сунас килет.
М. Ефимова,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.