Пĕр тĕллевпе, пĕрлехи ĕçпе пурăнар!
Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕ çак кунсенче хăйĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. 2024-çулхи декабрь вĕçĕнчен пуçласа паянхи кунччен 109 хỹтлĕх плащĕ, 63 хỹтлĕх утиялĕ, тупă кĕпçине витмелли 5 карă, 261 аялти йĕм, 840 повязка, 15 мăшăр гетры (тепловизортан хỹтĕленмелли), 74 «шăмă» минтер çĕлесе хатĕрленĕ. Хăйĕн ĕçне пуçăннăранпа вара 272 маскировка сетки (!) çыхнă. Çапла, ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине чи пирвайхи тивĕç вырăнне хурать «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕ. Патриотизм туйăмĕллĕ хĕрарăмсем Шăмăршăри Культура керменне ĕçе çỹренĕ пек çỹреççĕ. Çуллахи тăкăс вăхăта пăхмасăр (пахча ĕçĕ мĕн чухлĕ!) хỹтлĕх карри çыхаççĕ. Маскировка сетки _ пирĕн салтаксемпе çар техникине хỹтĕлекен чи шанчăклă япала. Халĕ _ çулла _ уйрăмах кирлĕ вăл. Фронтран заказ хыççăн заказ килет. Тылăн ырми- канми ĕçченĕсем чун-чĕре ăшшипе сетка хыççăн сетка çыхаççĕ, утиялпа плаща _ дронран сыхланма, тепловизортан упранма гетры янтăлаççĕ. Вĕсен пархатар- лăхĕ умĕнче округ çыннисен ятĕнчен çĕре çити пуçăма таяссăм килет. Акă камсем вĕсем _ килес Çĕнтерĕве сумлă тỹпе хывакансем: сетка çыхакансемпе çĕвĕçсем _ Галина Веденеева, Валентина Еремеева, Любовь Давыдова, Роза Угарина, Ольга Миронова, Антонина Вашуркина, Галина Власова, Галина Егорова, Эльвира Алексеева; сетка çыхакансем _ Нина Тихонова, Галина Лукьянова, Галина Такташкина, Валентина Исаева, Зинаида Мутова, Тамара Егорова, Анастасия Младшева, Елизавета Яковлева, Ираида Глухова, Антонина Кудряшова, Оксана Одинокова, Лидия Матвеева, Светлана Васильева, Галина Давыдова, Людмила Михайловна Кузьмина, Людмила Вячеславовна Кузьмина, Роза Матвеева, Елена Севрюгина, Галина Кузнецова.
Çак пуçару ушкăнĕсене пулăшакансем _ округри ялсен хастарĕсем. Хальхи вăхăтра Патирек тата Пăчăрлă Пашьел хĕрарăмĕсем маскировка сетки çыхас енĕпе уйрăмах тăрăшулăх кăтартаççĕ. Мухтав вĕсене!
_ Пире маскировка сетки сывлăш пекех кирлĕ! _ теççĕ отпуска килекен ентешĕмĕрсем. Паллах, тыл пулăшмасан _ мĕн тăвĕç салтаксем? Пирĕн тăнăçлăхшăн çапăçаççĕ-çке! Округ çыннисене гражданла тĕрĕс позици йышăнса хỹтлĕх карри çыхмашкăн чĕнсе калатпăр. Кашнийĕ, пĕрер сехет те пулин кунсерен (эрнесерен) вăхăт тупма пултаратех. Пĕрлехи ĕçе ытларах çын хутшăнни Çĕнтерĕве çывхартма та пулăшĕччĕ. Ку енĕпе ял территори уйрăмĕсен пуçарулăхĕ кирлех. Июнĕн 16-мĕшĕччен питĕ пысăк заказа пурнăçламалла: çỹлерех асăннă япаласем те, строительство материалĕ те, апат-çимĕç те, гигиена япалисем т.ыт.те _ веçех кирлĕ фронтри салтакăмăрсене. Хăй енчен ĕçпе, япалапа, укçа-тенкĕпе пулăшас кăмăллисене çак телефон номерĕпе çыхăнма ыйтатпăр: 8-927-853-84-81.
Зинаида Свеклова.