Шывра путса вилнĕ

ШЫВА кĕмелли сезон пуçланайман пулин те, чуна çỹçентерекен хăрушă хыпарсем пурне те асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Чăваш Республикин МЧС служби майăн 30-мĕшĕнче Канаш округĕнчи Сухайкасси ял пĕвинче 17 çулхи каччă путса вилни çинчен пĕлтерет. Трагеди каçхине пулса иртнĕ. Çамрăк çын виллине шыв тĕпĕнчен республикăри шыравпа çăлав службин водолазĕсем кăларнă. Июнĕн 1-мĕшĕнче Улатăр çывăхĕнчи Сăр юхан шывĕнче 12 çулти хĕр ача путса вилнĕ. Хĕр ача гимназире пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ. Майăн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта 48 çулхи арçын Атăлта путса вилнĕ, вăл шыва эрех ĕçсе кĕнине палăртнă. МЧС служби пурне те çакна аса илтерет: _ ятарласа ирĕк панă вырăнта çеç шыва кĕме юрать; _ шыва кĕме чаракан паллăна (знака) шута хуманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать; _ эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыв патне ан та пырăр; _ пĕве хĕрринче вылякан тата шывра чăмпăлтатакан ачасене пĕрре те куçран ан вĕçертĕр!

Н.МАЗЯКОВА.



06 июня 2025
14:07
Поделиться