Шăпчăк юрриллĕ Шăмăрш Ен е Кирилстанпа Якурстана кайса курас килет-и?
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура туризма аталантарас ыйтăва та çивĕч çĕклерĕ, министерствăсемпе муниципалитет администрацийĕсен пирĕн региона килекен хăнасене тараватлă йышăнас тĕллевпе туризм инфраструктурине çỹллĕ шайра йĕркелемеллине палăртрĕ. Шăмăршă муниципалитет округ территорийĕн 57,5 процентне вăрман йышăннине шута илсен, пирĕн тăрăх туристсене илĕртмелли чи лайăх вырăн пулмалла. Округра пурăнакан кашни çын пуçне вăтамран 3 гектар вăрман тивнине пĕлетĕр-и эсир? Ку енĕпе эпир Чăваш Енре _ чăн малти вырăнта. Пысăк юхан шыв çук пулин те, Хырла, Пасна, Пăчăрлă, Чăршăллă тата ытти пĕчĕк çырма, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсем (округ территорийĕнче _ 50 ытла) тавралăха ытарайми илем кỹреççĕ. Пирĕн тăрăхра историшĕн паллă вырăнĕсем те пур. Çавăнпа та Шăмăршă округĕнче туризма аталантарма çанăсене тавăрсах пуçăнмалла. Çакă пыра-киле округ экономикине çĕклеме, халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулăшĕ. Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски округĕсем çакна пирĕнтен маларах ăнланса илчĕç, туристсем валли инфраструктурăна аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
ТАСА ÇĂЛ, КИРЕМЕТ ЙЫВĂÇĔ...
ВĂРМАНСĂР пуçне, килен-çỹрен хăнасене тата мĕнпе илĕртме пултаратпăр-ха эпир? Çак ыйтăва эпĕ темиçе çул каялла РСФСР тава тивĕçлĕ вăрманçине, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ çинчен вунна яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă, «Чăваш халăх академикĕ» ята тивĕçнĕ Петр Тихонова панăччĕ.
_ «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне йĕркеленĕ чухнех эпир «ăс-тăн культурин палăкĕсем» çинчен сăмах пуçарнăччĕ, _ терĕ Петр Тихонович. _ Вĕсен шутне Киремет вырăнĕсем те кĕреççĕ. Сăмахран, Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал ялĕсенче пурăнакансем ĕлĕкрен Пулмантăш çырми çывăхĕнчи Чỹк сăрчĕ патне, чăваш туррисене пуç çапма тата парне пама пуçтарăннă. Тăватă çулта пĕрре Мăн чỹк ирттернĕ. Кунти çăл шывĕ асамлă шутланнă, ăна нумайлăха упрама килĕсене илсе кайнă.
Пăчăрлă Пашьел çывăхĕнче вара «Сивĕ çăл» ятлă Киремет вырăнĕ халĕ те упранать.
ЗАВОД ТА, ФАБРИКА ТА ПУЛНĂ
1761-ÇУЛТА Асанкасси ялĕ çывăхĕнче тимĕр шăратакан завод туса лартнă пулнă, вăл XVIII-ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варричченех ĕçленĕ. Завод çулталăкра пин пăта яхăн тимĕр шăратса кăларнă. Руда кăларнă вырăн халĕ те упранса юлнă. Пăчăрлă Пашьел ялĕ çывăхĕнче _ Шурă Пасна çырми хĕрринче _ 1854-çулта сукна фабрики туса лартнă, унта 500-е яхăн çын ĕçленĕ. Çулталăкра 12 пин пăта яхăн сурăх çăмне ĕçе кĕртнĕ. Пысăк пушар тухсан фабрика çунса кайнă, 1890-çулта ĕçлеме пăрахнă. Хальхи вăхăтра çак вырăн питĕ илемлĕ, туристсемшĕн илĕртỹллĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕ çывăхĕнче Чĕмпĕр купси Ф.А.Маленков эрех завочĕ туса лартнă пулнă. 1774-çулта ăна Емельян Пугачев çарĕнчи пăлхавçăсем тĕпĕ-йĕрĕпех тустарса тăкнă. Эрех завочĕн вырăнĕ те туристсемшĕн интереслĕ пулмалла. Халăх асĕнче «Карлинский вал» текен вырăн та лайăх упранса юлнă, унăн паллисене Ирçе Тĕкки, Энтĕрьел, Шăмăршă, Ярăслав, Хайпăла, Палтиел, Патирек ялĕсем çывăхĕнче асăрхама пулать. Çеçен хиртен килнĕ тăшман тапăнасран хỹтĕленме çирĕ плетнĕ вырăна XVI-мĕш ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче тунă тесе шутлаççĕ историксем. Шел, историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕ шлĕ вырăнсенче археологи тĕпчевĕ ирттермен-ха. Çавăн пекех «Кĕтерне патша çулĕ» текен вырăна та турист маршрутне кĕртме сĕнĕттĕм.
НАЦИ ПАРКĔН ПУЯНЛĂХĔ
«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕн территорийĕнче çут çанталăкăн ытарайми пуянлăхне упракан Баскак, Муллиная тата Кучек паççулккисем вырнаçнă. Хырла, Фабрика, Камкино паççулккисем вара тахçанах пĕтнĕ, халăх асĕнче çеç юлнă. Туристсене ял вырăнĕсемпе те паллаштарма пулать. Муллиная паççулкки патĕнче Павел Федорович Пруссаков çар летчикне асăнса лартнă палăк ларать. Вăл 1942-çулхи мартăн 5-мĕшĕнчи авиакатастрофăра вилнĕ. Парк территорийĕнче йывăç кăмрăкĕ ха- тĕрлессипе тата сăмала-тикĕт юхтарассипе çыхăннă истори вырăнĕсем те пур. Вĕсен шутне Кирилстана, Якурстана, Камкинăна, Камышенкăна кĕртмелле. Кăмрăк хатĕрленĕ Капустино, Кирук, Хамит, Исляма, Нюрук, Кивĕ вырăнсем те упранса юлнă. Туристсене Шăмăршăра 2003-çулта уçăлнă ипподрома тата Палтиел çывăхĕнчи шыв управне илсе кайса кăтартма та пулать.
СЫВЛĂХШĂН ТА, ĂС -ТĂНШĂН ТА УСĂЛЛĂ
КАЛЛЕХ «Чăваш вăрманĕ» Наци паркнех таврăнар-ха. Кунта 16 турист маршручĕ (пĕтĕмĕшле тăршшĕ _ 329 километр, иккĕмĕш черечĕ _ 215 километр). Çав шутра: 263 километрĕ _ çуран е йĕлтĕрпе çỹремелли, 204 километрĕ _ лашапа, 22 километрĕ _ велосипедпа, 26 километрĕ _ автомашинăпа, 24 километрĕ _ шывпа çỹремелли. Туристсен экскурсине йĕркеленĕ чух эпĕ çак маршрутсене сĕннĕ пулăттăм: 1. Шăмăршă ялĕ. Округ центрĕнчи паллă вырăнсемпе паллашасси. 2. Шăмăршă_Васан_Палтиел (Васанти краеведени музейĕ, фольклор ушкăнĕ, вăрман управĕн музейĕ, «Карлинский вал» вырăн, Кубратпа Катрак патшасен палăкĕсем, Хырла шывĕ çинчи управ (водохранилище). 3. Шăмăршă_Çĕнĕ Чукал (Пулмантăш çăл куçĕсем, Киремет вырăнĕсем). 4. Шăмăршă-Виçпỹрт Шăмăршă (Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн музейĕ, В.В.Бараев-Сĕркке поэт çуралнă çурт). 5. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнчи историллĕ вырăнсем. 6. Шăмăршă_Патăрьел_Тикеш (историшĕн паллă вырăнсемпе паллашасси). 7. Шăмăршă_Елчĕк (историшĕн паллă вырăнсемпе паллашасси). 8. Шăмăршă_Çĕпрел (историшĕн паллă вырăнсемпе паллашасси). 9. Тутар Тĕкки ялĕнче Кадыкай Абыз халăх сиплевçине асăнса чавнă сиплĕ шывлă кỹлле кайса курасси. Тивĕçлĕ инфраструктура пулсан, таçти аякри _ çав шутра ют çĕр-шывсенчи туристсем те _ пирĕн патăмăра килсе курма кăмăл тăвĕç. Ун чух Шăмăршă тăрăхĕ те палăрмаллах çĕнелсе илемленĕ, халăх валли ĕç вырăнĕ нумайланĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи.