Вырăна тухса _ канашлу
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче пурăнакансемпе тĕрлĕ çĕрти хăнасем тỹсеймесĕр кĕтекен ĕçпе юрă тата спорт уявĕ _ Акатуй-сабантуй _ çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Тунтикун уява хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ оргкомитет Акатуй-сабантуй пулакан вырăна çитсе кунти хатĕрленỹ ĕçĕпе паллашрĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин _ лайăххипе пĕрлех _ ĕçри çитменлĕхсене те палăртрĕ. Уйрăммăн илсен, территорие тирпей-илем кỹрес ĕçе хăвăртлатмалла, спорт ăмăртăвĕ ирттермелли площадкăсене хатĕрлесе çитермелле тата ытти те. «Оргкомитет членĕсене уйрăмшар ĕç çирĕплетсе пани вĕсен яваплăхне ỹстерме пулăшĕ. Акатуй-сабантуя пирĕн чи çỹллĕ шайра ирттермелле!» _ терĕ канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Сергей Авенирович.
А.АЛЕКСАНДРОВА.