13 округра _ вун иккĕмĕшĕнче, ыттисенче _ каярах
ÇУРХИ уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн хресчен мĕн ĕлĕкрен Акатуйра савăннă. Кăçалхи Акатуй-сабантуя Шăмăршăра июнĕн 12-мĕшĕнче ирттересси çинчен эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пирĕнпе пĕрлех республикăри 12 округ та уявлĕ: Улатăрта, Элĕкре, Вăрнарта, Йĕпреçре, Канашра, Куславккара, Хĕрлĕ Чутайра, Муркашра, Вăрмарта, Кукеçре, Çĕмĕрлере тата Тăвайĕнче те Акатуй июнĕн 12-мĕшĕнче иртет.
Патăрьелĕнче уява _ июнĕн 13-мĕшĕнче, Комсомольскинче, Пăрачкавра тата Елчĕкре _ июнĕн 14-мĕшĕнче, Красноармейскинче тата Сĕнтĕрвăрринче июнĕн 21-мĕшĕнче ирттересшĕн. Июнĕн 24-мĕшĕнче вара Шупашкарта тата Етĕрнере Республика кунне уявлаççĕ.