16 çула çитменнисене шыва кĕме чарнă
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ 16 çула çитмен ачасене аслисемсĕр çырмара е пĕвере шыва кĕме чарнă. Çак чарăва шывра инкек пуласран сыхланас тĕллевпе йышăннă. Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ кашни ашшĕ-амăшне çу кунĕсенче ачасене куçран вĕçертме юраманни, шыв хĕрринче уйрăмах асăрхануллă пулмалли, çавăн пекех вут-кăвартан сыхланмалли пирки чĕнсе калать.