Акатуй чĕнет сире _ савăнар-и туссемпе!

ЫРАН _ июнĕн 12-мĕшĕнче _ Шăмăршăри ипподромра Акатуй-сабантуй иртет. Уяв 9 сехетре пуçланать, суту-илỹ ярмăркки вара ир-ирех ĕçлеме пуçлĕ. Акатуй-сабантуй ирттерме йĕркеленĕ оргкомитет округра пурăнакансемпе хăнасене пуян программăллă уяв кĕтни çинчен пысăк хавхаланупа пĕлтерет. Акатуй-сабантуйра ваттине те, çамрăкпа ача-пăчана та пĕрре те кичем пулмĕ: юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем, урхамахсен чупăвĕ, тĕрлĕ аттракцион, хаваслă вăйă-кулă пурне те савăнăç парнелĕç. Пурне те Акатуй-сабантуй уявне йыхравлатпăр, тăванăмăрсем!

ОРГКОМИТЕТ.



11 июня 2025
11:20
Поделиться