Амăшĕпе ывăлĕ вилĕм сарнă

КĂÇАЛХИ февраль уйăхĕнче Етĕрне округĕнчи 42 çулти хĕрарăм 21 çулти ывăлĕпе наркотик сутса пуйма шутланă. Наркотике темиçе пая уйăрса Канаш хулинче вăрттăн вырăнта _ пурĕ 29 çĕрте _ пытарса хунă. Полици ĕçченĕсем вĕсене шăп та лăп çав вăхăтра алăранах ярса тытнă. Çынсене вилĕм сутакансен часах суд сакки çине ларма тивĕ.

Е.ПЕТРОВА.



11 июня 2025
11:40
Поделиться