Чун туртăмĕ пулсан...

Шкул ачине тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕлĕшпе проект тĕп вырăн йышăнать. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн коллективĕ ку енĕпе хастарлăх кăтартать.

2024-2025-вĕренỹ çулĕнче вĕренекенсемпе учительсем республика шайĕнчи нумай проектра хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарчĕç. Вĕсем: «Университет шăматкунĕ», «Çăлтăрпа» _ зарядка», «Çăлтăрпа» _ ирхи апат», «Малашлăха _ билет», «Директорпа _ ирхи апат», «Тăван тăрăхра кутамккапа утатăп», «Ашшĕ-амăш тĕпелĕ», «Пĕлỹ илмелли вырсарникун».

Çитĕнекен ăрушăн уйрăмах республика шайĕнчи интерактивлă «Шуршăл çинчи çăлтăрсем» вĕренỹ проекчĕ кăсăклă та усăллă пулчĕ. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче (2024 ç.) _ икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, çĕр-шывăмăрăн виççĕмĕш космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев 95 çул тултарнă кун _ ачасем хăйсене космосри пекех туйрĕç.

Ку Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ, ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министерстви тата Сбербанк ПАО пуçарнипе ирттернĕ проект IT- тата медиакомпетенци урлă ачасене космонавтика аталанăвне туйма, твор- чествăлла шухăшлава йĕркелеме май панă.

Вĕсем «Космогени шкулĕ» космос технологийĕ тăрăх интенсивлă профиль программине шĕкĕлчерĕç. Телейлисен йышĕнче пирĕн шкулти Маргарита Митрофановăпа Алексей Васильев пулчĕç. Маргарита проек- тăн «Космос контенчĕ» конкурсĕнче çĕнтерсе парнене те тивĕçрĕ.

ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министерстви пуçарăвĕпе, иртсе кайнă вĕренỹ çулĕнче республика шайĕнчи «Пуласлăха _ «Точка роста» вĕренỹ центрĕ урлă» проекта пурнăçларăмăр. «Точка роста» _ урокра тата класс тулашĕнче ирттермелли ĕçсен инфраструктури. Вĕренекенсем конкурса-ăмăртăва хутшăнмашкăн шăпах вĕренỹ центрĕ нче хăнăху илеççĕ. Информатика пỹлĕмĕнче ачасем ноутбукпа, фотоаппаратпа ĕçлеççĕ, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тата ытти ресурспа усă кураççĕ _ çаксем веçех вĕренỹ пахалăхне ỹстереççĕ. Вĕренекенсем тулли кăмăлпа 3D принтерпа ĕçлеççĕ: уяв валли тата ятарлă çар операцийĕн участникĕсем валли сувенирсем тăваççĕ. Сăмах май, вĕренỹ çулĕ умĕнхи учительсен конференцийĕнче, Пирвайхисен округри слетĕнче тăратнă сувенирсене Шупашкартан килнĕ представительсем те пысăк хак пачĕç.

Çапла, кăсăклăхпа тăрăшулăх тата чун туртăмĕ пулсан, çамрăк ăру вĕрентекенсем ертсе пынипе хăйшĕн те, ыттисемшĕн те юрăхлă ĕç тума ăсталăхпа пĕлỹ çитерет.

Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



11 июня 2025
11:36
Поделиться