Чăваш Енри пĕрремĕш вăрман хуçалăхне йĕркеленĕренпе _ 100 çул

2025_ÇУЛХИ сентябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енри чăн малтанхи Шамккай вăрман хуçалăхне йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Ăна 1925-çулта Шăмăршă, Пашьел тата Эйпеç лесничествисене пĕрлештерсе туса хунă пулнă.

Çак паллă куна тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви «Эпĕ вăрмана упратăп!» ятпа видеороликсен конкурсне йĕркелесси çинчен пĕлтерет. Конкурса çитĕннисем те, ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Вăрман тата çут çанталăк илемĕ çинчен ỹкернĕ видеороликсене (вăл 3 минутран ытла тăсăлмалла мар) августăн 31-мĕшĕччен «Вконтакте» сайт урлă министерствăна ярса памалла. I-, II- тата III -мĕш вырăн йышăннисене 2 пин, 1 пин тата 500 тенкĕлĕх сертификат парса хавхалантараççĕ. Çавăн пекех кашни участниках Дипломпа чыслаççĕ.

Çĕнтерỹçĕсене 2025-çулхи сентябрь уйăхĕнче _ Вăрман ĕçченĕсен кунĕнче _ халăх сасăлавне шута илсе палăртаççĕ.



11 июня 2025
11:39
Поделиться