Чăваш Республикишĕн кашни çын хаклă

ИРТНĔ эрнере Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче республикăн 2025-2030-çулсенчи социаллă политикин стратегине аталантарас ыйтăва сỹтсе явнă.

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăха упрассине чăн мала хурать, _ тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев коллеги ларăвĕнче. _ Пĕр çыншăн çеç тăрăшни те патшалăх суверенитетне упрама пулăшать. Пирĕн пулăшу кирлĕ кашни çыншăн социаллă майпа тăрăшмалли тытăм туса хумалла, çакă республикăра пурăнакансене ыранхи куна шанма тата çĕр-шыв аталанăвĕшĕн ытларах вăй хума хавхалантарĕ. Çынсем патшалăх хăйсене хỹтĕленине тата пулăшнине куллен туйса тăччăр».

Ача çуралассине ỹстересси _ республикăри ĕç тăвакан органсен тĕп приоритетĕнчен пĕри. Çак тĕллевпе республикăра 2020-çултанпа çемьепе ачасене пулăшмалли 24 çĕнĕ мера пурнăçа кĕнĕ. Çавна пулах нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹссех пырать.

2022-çултанпа нумай функциллĕ «Манăн çемье центрĕ» центрсем уçăлаççĕ, вĕсенче ачаллă çемьесем валли усăллă социаллă сервиссем туса панă. Чăваш Республикинче ĕçлеме пултаракан ỹсĕмрен аслăрах 284 пин ытла çын пурăнать. Вĕсене социаллă активлă пурнăçа хутшăнтарни аслă ăру çыннисен кăмăлне çĕкленине манма юрамасть. Ватăсемпе сусăр çынсен, çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн участникĕсен пурнăçĕшĕн тăрăшасси, вĕсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парасси тĕп задача пулса тăмалла. Республика Пуçлăхĕ пурне те Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, социаллă сфера ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене хисеплĕ ят парса тата Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



11 июня 2025
11:20
Поделиться