Çĕнĕ экосукмак йĕркелеççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев халăх сывлăхне çирĕплетес тата туризма аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ экологи сукмакĕсем йĕркелеме сĕннĕ.

Республикăра хальччен 5 экологи сукмакĕ пулнă, вĕсем пурте «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче вырнаçнă. Улттăмĕш экосукмак Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнче пуçланать те, Атăлăн сылтăм çыранĕпе Марий Элти Водолеевский заказник патне çити тăсăлать. Маршрутăн пĕтĕмĕшле тăрăшшĕ _ 4 пин километр ытла. Вăл çут çанталăкăн 4 зони витĕр иртĕ. Çĕнĕ экосукмак йĕркеленĕ чух Шăмăршă муниципалитет округ территорийĕнче вырнаçнă «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн опычĕпе анлă усă курма шутлаççĕ.



11 июня 2025
11:38
Поделиться